Туслăх çинчен кӗнекесенче те нумай вуланă, киносем те интересленсе пăхнă. Пурнăçра та шанчăклă юлташ пурри çыншăн пысăк ăнăçу пулса тăрать. Çакна пӗрре мар асăрханă. «Сувар» иттерекен кинофестиваль проектӗнче те кино ӳкерекенсем суйласа илмелли темăсенчен пӗри туслăхпа çыхăннă. Эпир сире паян çак темăпа кино ӳкерекенсемпе паллаштаратпăр.

Çӗнӗ Упи шкулӗ кино ӳкерет
Çӗпрел районӗнче пурăнакан ентешсем «Сувар» хаçат пуçарнă кинофестивале пӗрремӗш кунранах хастар хутшăнаççӗ. Кунсем иртнӗ май конкурсантсен йышӗ ӳсет. Çӗнӗ Упи ялӗнчи тӗп шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Милана Макарова «Кукаçи пиçиххийӗ» кӗске метражлă илемлӗ фильмпа хутшăнма кăмăл тунă. Проекта хатӗрлекен ушкăнăн кураторӗ Людмила Александровна Ярухина, шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет.
«Кукаçи пиçиххийӗ» кинопроектăн режиссерӗ, постановщикӗ 7-мӗш класра вӗренекен Милана Макарова. Кинофестивале хутшăнма май пурри çинчен ачасене Людмила Ярухина вӗрентекен каласа панă. 7-мӗш класра вӗренекен туслă ачасем тӳрех хавхаланса кайнă, кино ӳкерсе проекта хутшăнма шутланă. Ертӳçӗ пулма Милана Макарована сӗннӗ. Хӗрача конкурссене хутшăнма килӗштерет, çӗнтерме те юратать, анчах ăна ытларах çӗнтерӳшӗн тупăшасси кăмăла каять.
Пулас кинона мӗн çинчен ӳкересси пирки пит шутлама тивмен ачасене – туслăх çинчен ӳкермелле, паллах. Вӗсем туслă класс-çке. Людмила Александровна пур енлӗн пулăшма тăрăшнă, сценари планне хатӗрленӗ, унпа ачасене паллаштарнă. Килӗшнӗ вăл ачасене, хапăлласах йышăннă вӗсем вӗрентекен сӗнӗвне. Хăйсен хушшинче кино ӗçӗнче кирлӗ специалистсене те тупса палăртнă ӗнтӗ: режиссер-постановщикӗ (унпа паллаштартăмăр ӗнтӗ – Милана Макарова), сасă режиссерӗ, вăлах монтаж тăваканни Карина Краснова тата артистсем, массăллă сценăсене хутшăнакансем.
Милана пире хăйӗн класӗ туслă пулни çинчен каласа пачӗ терӗмӗр, кунтах унпа пӗртăван Полина Макарова та вӗренет. Çапла-çапла, Миланăпа Полина – йӗкӗрешсем, пӗр-пӗриншӗн чи çывăх юлташ вӗсем. Хӗрачасем Макаровсен туслă, пысăк çемйинче çитӗнеççӗ. Аслашшӗпе Николайпа асламăшӗ Мария та вӗсемпе пӗрлех пурăнаççӗ. Ашшӗпе амăшӗн, Владимир Николаевичпа Надежда Викторовнан ывăлӗпе хӗрӗсене пулăшса ырă канаш пама ялан тӗрӗс сăмах тупăнать. Ачисене шанаççӗ вӗсем. Пӗр-пӗрне ăнланса тӗрев параççӗ ку çемьере. Хӗрачасен пиччӗшӗ Женя кăшт аслăрах. Вăл йăмăкӗсене хуть мӗнле лару-тăрура та пулăшма хатӗр.
Творчество проектне хавхаланса пуçăннă пулин те малашлăхне Макаровăсем искусствăпа мар, медицинăпа çыхăнтарасшăн. Полинăпа Милана шкултан вӗренсе тухнă хыççăн шăл тухтăрне вӗренме Ульяновска кайма шутлаççӗ. Миланăпа калаçнă чух çакна асăрхарăмăр, хӗрача чăвашла питӗ çепӗç калаçать. Халь чăваш ачисен хушшинче час-час тӗл пулакан вырăсла акцент кăшт та сисӗнмест унра, чăваш сăмахӗсен лексики питӗ пуяннине асăрхама кăмăллă.
Фильмра уяв йăлисене те курăпăр
Ачасем чăвашла таса калаçнине ырласа Людмила Ярухинăна пӗлтертӗмӗр. Людмила Александровна пирӗнпе килӗшсе ачасем чăвашла калаçса ӳснине, шкула килекенсем пӗрремӗш çулсенче ытларах вырăсла калаçма хăтлансан та вӗреннӗ май чăвашла хитре, таса калаçнине палăртрӗ. Кунта вӗрентекен шкул администрацине ырлать, вӗренекенсем шкулта пӗр-пӗринпе чăвашла калаçассине вӗсем йӗркелесе тытса пыраççӗ-çке.
Людмила Александровна 7-мӗш классене мухтаса: «Маттур, хастар класс», – тет. Хальхинче те, проект çинчен илтсенех хутшăнма кăмăл тунă. «Пӗри кăна хирӗçлесшӗн пулчӗ, ăна та калаçтарса ӳкӗте кӗртрӗç: Эпир туслă класс, пирӗн пӗрле хутшăнмалла тесе çине тăчӗç», – каласа парать Людмила Ярухина.
Милана Макарова та проекта анлăлатасси çинчен каларӗ, Людмила Александровна «Кукаçи пиçиххине» чăваш халăхӗн йăлине кӗртессине пӗлтерчӗ. Çӗнӗ Упире нумай çул Акатуй уявӗ иртет. Çакна фильма кӗртесшӗн кино ӳкерекен ушкăн.
Миланăпа, унăн юлташӗсемпе паллаштаракан видеоролике «Сувар» хаçатăн соцсетьсенчи, мессенджерсенчи ушкăнӗсенче пăхма пулать.
Туссем! Эсир те хутшăнма васкăр конкурса. Заявкăсене октябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Сăнӳкерчӗксем М.Макарова архивӗнчен.
Нет комментариев