Милана Макарова: «Пӗр класра вӗренекенсемпе пӗрле «Кукаçи пиçиххийӗ» ятлă кино ӳкеретпӗр»
Туслăх çинчен кӗнекесенче те нумай вуланă, киносем те интересленсе пăхнă. Пурнăçра та шанчăклă юлташ пурри çыншăн пысăк ăнăçу пулса тăрать. Çакна пӗрре мар асăрханă. «Сувар» иттерекен кинофестиваль проектӗнче те кино ӳкерекенсем суйласа илмелли темăсенчен пӗри туслăхпа çыхăннă. Эпир сире паян çак темăпа кино ӳкерекенсемпе паллаштаратпăр.