Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче «Вăхăтсен çыхăнăвӗ: ӗненӳ, шанчăк тата юрату» ятпа тӗлпулу иртрӗ. Вăл салтак амăшӗсене тата волонтерсене пӗрлештерчӗ.
Пӗрлехи тӗллев пӗрлештерчӗ
Донбаспа Новороссия Раççейпе пӗрлешнӗ кун пирӗн яла хаклă хăнасем – Аксури «СВОих не бросаем» Тӗревпе пулăшу центрӗн ертӳçи Ильшат Минсафин волонтерсемпе пӗрле, салтак амăшӗсем Антонида Артемьева тата Нина Матюшкина, Васильевка ялӗн волонтерӗсем – килсе çитрӗç. Тӗлпулăвăн тӗп геройӗсем хамăр ялтан мобилизаципе СВОна кайнă салтаксен амăшӗсем Наталия Бикмуллинăпа Елена Семенова тата Тăван çӗршывшăн пуç хунă салтаксен амăшӗсем Раиса Петровăпа Татьяна Петрова пулчӗç.
Саврăшпуçӗнчи волонтерсен «Кто, если не мы?» ушкăнне çӳрекенсем тӗлпулăва Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине тӗпе хурса тӗрлӗ халăхсен тумӗсене тăхăнса килнӗ. Аксусемпе васильевкăсем хăйсен фирменнăй футболкисемпеччӗ. Тӗлӗнмелле симбиоз пулчӗ ку: пӗр енчен – культурăсен нумай енлӗхӗ, тепӗр енчен – пӗрлехи тӗллевпе пӗрлешнӗ çынсен команди. Хуйхăн нацийӗ çук, паттăрлăхăнни пекех.

Мероприятие хутшăнакансен хушшинче таджик хӗрарăмӗ Салима аппа та пурччӗ. Унăн кӗрӳшӗ те иккӗмӗш çул ӗнтӗ фронтра малти линире. Салима аппа хăйӗн тăван чӗлхипе пурин чунне те тивмелле юрă юрласа пачӗ. Çакă эпир тӗрлӗ, анчах та пӗрле текен шухăша тата тарăнрах çирӗплетрӗ пирте.
Тӗлпулăва Михаилпа Татьяна Максимовсем уçрӗç. Ильшат Минсафин, СВО зонине тăтăшах гуманитари пулăшăвӗ леçме çӳрекенскер, салтаксене кирлӗ япаласене çитерсе пама юлашки вăхăтра питӗ хăрушă пулни пирки каласа пачӗ, салтаксен амăшӗсене, волонтерсене тав турӗ. Галина Киселева волонтер та «СВОих не бросаем» Тӗревпе пулăшу центрӗ ятӗнчен салтак амăшӗсене тав сăмахӗ каларӗ, асăнмалăх парне пачӗ.
Татьянăпа Михаил Максимовсем те паттăр ентешсен амăшӗсене парне пачӗç. Михаил Львовича хăйне те палăртмасăр хăвармарӗç ку тӗлпулура – салтаксене пулăшас ӗçе хастар хутшăннăшăн ăна «Север» çарсен ушкăнӗн 72162-мӗш çар чаçӗн командирӗ хăй тата харпăр йыш ятӗнчен Тав хучӗ парса янă.

Кашнине ятран аса илтӗмӗр
Унтан Тăван çӗршывшăн пуç хунă паттăрсене – Александр Владимирович Львова, Сергей Николаевич Петрова, Алексей Александрович Петрова – кашнине ятран аса илтӗмӗр. Амăшӗсем хăйсен ывăлӗсем пирки куççуль витӗр каласа пачӗç. Пухăннисем паттăрсене сума суса пӗр минут шăп тăчӗç, Раççей Федерацийӗн тата Тутарстан Республикин ялавӗсене тытса «Одна страна» акцие хутшăнчӗç.

Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн юрăсем янăрарӗç. Михаил Максимов аннесем тата кӗркунне çинчен юрларӗ. Ирина Егоровăпа Галина Чернова волонтерсем те хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Пурте пӗрле саврăшпуçсен «Вăрман айӗнче, Саврăшпуçӗнче» юррине шăрантарчӗç.
Чăваш ялӗнчи уяв мӗнле хуплусăр пултăр-ха? Хăнасене тутлă хуплупа, техӗмлӗ чейпе Наталия Чернова, Фируза Бомирзоева тата Анна Максимова волонтерсем хăналарӗç.

Саврăшпуçсем пӗр кун та ӗçсӗр тăмаççӗ. Оксана Убейкина мероприяти пынă вăхăтрах пусма рулонӗсем илсе килчӗ. Михаил Максимов тӳрех хăюсем касма пуçларӗ. Васильевкăсем те маскировка сетки çыхма материал кӳрсе панăшăн савăнчӗç.

Салтаксен амăшӗсем çакăн пек тӗлпулу йӗркелекенсене тав турӗç.
Татьяна МАКСИМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Нет комментариев