Тӗрӗслев 10:40 малтан республикипе, унтан 10:45 сехетре муниципалитет шайӗнче иртет, 10:43 сехетре телевизор тата радио урлă «Внимание всем!» пӗлтерӳ яраççӗ.
Сиренăн вăраха тăсăлакан сигналне илтсен, ăна мӗн сăлтавпа панине ăнлантарса парасса кӗтмелле. Громкоговорительсенчен килекен информацие вӗçне çитиччен итлемелле, телевизор тата радио ямалла.
МЧС хыпарланă тăрăх, сиренăна илтменни çинчен ведомствăна пӗлтермелле мар. Республикăри пӗлтерӳ системине сакăрвуннăмӗш çулсенчех йӗркеленӗ. Çак вăхăтра республикăри хуласемпе районсенче çӗнӗ пурăнмалли кварталсем тунă. Çак проблемăллă вырăнсем çинчен специалистсем пӗлеççӗ. Шăпах октябрӗн 7-мӗшӗнче пур оборудованин юсавлăхне тата яваплă должностьри çынсен тунă ӗçне тӗрӗслӗççӗ.
Нет комментариев