Нина аппана чысларăмăр
Çӗнӗ хыпарсем

Нина аппана чысларăмăр

Çак кунсенче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн директорӗ Н.В.Макарова тата ялти Ветерансен канашӗн председателӗ Г.Н.Карсаков «Йӗлме» ансамблӗн чи хастар юрăçине Нина Маркована 75 çул тултарнă ятпа килне кайсах саламларӗç.

Нина аппа нумай çул колхозра ӗçленӗ, икӗ ача ӳстернӗ. Вăл питӗ ырă та уçă кăмăллă çын. Нина аппа хăнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Пӗрле халăх юррисем те юрларӗç, такмакласа ташларӗç те. 

Çакăн пек ăшă тӗлпулусем ăрусен çыхăнăвне çирӗплетме, аслисене чăн-чăн савăнăç парнелеме пулăшаççӗ. Хамăр халăхăн йăли-йӗркисем вара çынсене пӗрлештереççӗ, пурнăçа пӗлтерӗшлӗ сӗм кӗртеççӗ. 

 

Хамăр корр.

Г.Карсаков сăнӳкерчӗкӗнче

Н.Макаровапа Н.Маркова.


Нет комментариев