Тутарстанра 24 градус таран ӑшӑтать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 24 градус таран ӑшӑтать

Кӗркунне кăçал ăшă çанталăкпа савăнтарать. Эрне варринче республикӑра сывлӑш температури +24 градус таран хӑпарнине пӗлтерет Тутарстан Республикин Гидрометцентрӗ.

Ытларикун, октябрӗн 13-мӗшӗнче, синоптиксем +18 градусран пуçласа +23 градус таран ăшă пулнине пӗлтереççӗ. Юнкун, октябрӗн 14-мӗшӗнче, тата ӑшӑрах пулӗ: термометр +19...+24 градус кăтартӗ.

Кӗçнерникун, октябрӗн 15-мӗшӗнче, температура кӑштах чакать, анчах çулталӑкӑн çак вӑхӑчӗшӗн  ăшă тăрать –  +17 градусран пуçласа +22 градус таран. Виçӗ кун хушшинче çумӑр çумасть, теççӗ синоптиксем. 


Погода гидрометцентр

Нет комментариев