Тутарстанра çанталăк пăсăлать
Республикăра июлӗн 14-мӗшӗнче çӗрле те, кăнтăрла вăйлă, аслатиллӗ çумăр, вырăнӗ-вырăнӗпе пăр çума пултарнине, çил вăйлă пулнине, хăш-пӗр районсенче вăл çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрме пултарнине ТР Гидрометцентрӗ пӗлтерет.