Вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк
Майăн 8-мӗшӗнчен пуçласа 12-мӗшӗччен Тутарстанри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх (IV класлă) пысăк пулнине палăртаççӗ. Кун пирки ТР Гидрометцентрӗ асăрхаттарать.
Унсăр пуçне асра тытмалла, майăн 11-мӗшӗччен регионта пушара хирӗç уйрăм режим ӗçлет. Çак тапхăрта кăвайт чӗртме, типӗ курăка, çӳп-çапа çунтарма юрамасть.
Çамрăк хырлăхсенче, тӳннӗ-хуçăлнă йывăçлă, типӗ курăклă тата торфлă вырăнсенче кăвайт чӗртме кăна мар, шăрпăк, пирус тӗпне, чӗлӗм кӗлне, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсемпе вараланнă пусма татăкӗсене те пăрахма юрамасть.
МЧС пӗлтернӗ тăрăх, вăрман пушарӗсен 80 проценчӗн сăлтавӗ çын факторӗ пулса тăрать. Шăпах май уявӗсен вăхăтӗнче, çынсем шашлык пӗçереççӗ, пӗлтӗрхи курăка çунтараççӗ... Пӗлтӗр çак тапхăрта Тутарстанра 30 ытла вăрман пушарӗ пулнă, вӗсенчен ытларахăшӗ канакансен айăпӗпе.
Пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене пăсакансене административлă явап тыттараççӗ, штраф тӳлеттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев