Октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен 2026 ҫулта Раҫҫейре «Аçу-аннÿне музея, театра, концерта ертсе кай» ҫӗнӗ акци пуҫланать.

Акци ачаллӑ ҫемьесене музейсене, театрсене, концерт залӗсене ятарлӑ условисемпе ҫитсе курма май парать.
Акцин тӗп шухӑшӗ ансат: "Пушкин карттипе" туяннӑ билета кассӑра кӑтартсан пӗрле пыракан çын йӳнӗрех хакпа билет туянма пултарать.
Ку акцие хутшăнакан культура учрежденисене, спектакль-концерт-экскурсисене PRO.Культура.РФ порталта "Аçу-аннӳне ертсе кил" ятарлӑ тегпа палăртнă. Акцие информаципе тивӗçтерессипе "Наци приоритечӗсем" АНО яваплă.
Тутарстанта акцие хутшăнакан учрежденисем çинчен ТР Культура министерствине (843) 264-74-01 телефонпа шăнкăравласа е mkrt@tatar.ru электронлă почтăна çырса пӗлме пулать.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
Нет комментариев