Лидия Саринен кӗнеки ачалăх тӗнчине йыхравлать
Вӗренӳ çулӗ тин кăна пуçланчӗ пек, авăн уйăхӗ сисӗнмесӗрех иртсе те кайрӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче вара нумаях пулмасть чăн-чăн кӗрхи кăларăм кун çути курчӗ.
Лидия Саринен «Пӗчӗк шкул ачи. Братик» сăвă пуххин хуплашки çинче икӗ арçын ачана куратпăр. Пӗри рюкзак çакнă, аллинче – чечек çыххи, вăл шкул ачи пулни тӳрех паллă. Кӗçӗнреххи хӗрлемес кушак йăтнă, пиччӗшне ăсатма тухнă пулас. Ахăртнех, ӳнерçӗ Пӗлӳ кунӗнчи илемлӗ ире сăнланă. Хӗрлӗ, сарă тӗслӗ вӗрене тата пилеш çулçисем урамра кӗркунне хуçаланнине систереççӗ. Çав хушăрах симӗс çулçăсем те пур-ха. Çакăн пек илемлӗ ӳкерчӗке калăплаканӗ – Светлана Бритвина ӳнерçӗ.
Кӗçӗн классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӗнеке (редакторӗ – Ольга Иванова) 1000 экземплярлă тиражпа тухнă. Унта Лидия Михайловнăн чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисем кӗнӗ. Авторăн пултарулăхӗнче туслăхпа ырăлăх теми тӗп вырăн йышăнать. Ун сăввисенчи сăнарсем – лара-тăра пӗлмен хастар ачасем.
Вӗсем чӗрчунсемпе туслă («Çуркунне», «Хаш сывлать ула ӗне», «Ача урама тухмасть», «Йытă çури», «Кушак çури»), ашшӗ-амăшне пулăшаççӗ («Тутлă яшка» «Ирхине», «Наçтук»), шкулта вӗренме ӗмӗтленеççӗ («Пӗчӗк шкул ачи»). Паллах, кирек мӗнле ачапча пекех выляма юратаççӗ. Тепӗр чухне вара вăйăран вăкăр сиксе тухать… Тӗслӗхрен, «Чуччу» сăвăри лирика харкамçи кушакӗпе пуканине те пӗрле ярăнтарасшăн пулать. Ӗç-пуç акă мӗнпе вӗçленет:
Кушак тарчӗ ман çумран,
Эх, хавшак чӗре!
Пукане юлмасть унран,
Ӳкрӗ ав çӗре.
Ыткăнтăм çӳлтен çӳле,
Çăлтăрсем патне!
Таврăнтăм ӳле-ӳле
Кăн-кăвак питпе.
«Кулленхи тӗлӗнтермӗш те кулăшла пулăмсем мана сăвă çырма хавхалантараççӗ. Хайлавăмсене эпӗ ачасене халаллатăп», – тет Лидия Сарине.
Унăн сăввисем çăмăллăн вуланаççӗ, çитӗннисене те ачалăх тӗнчине ертсе каяççӗ.
Светлана Бритвина ӳнерçӗн ӗçӗсем те сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççӗ, савăнăç кӳреççӗ. «Илемлӗ те хавас ӳкерчӗксемлӗ кӗнекене вулама яланах интереслӗ. Ку кăларăм – ачалăхпа туслăх, ăшăлăхпа ырăлăх çинчен», – тет Светлана Александровна.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев