2027 çулта Тутарстан бюджетӗнчи «Вӗрентӳ» пайри тăкаксен калăпăшӗ 122,6 миллиард тенкӗпе танлашать. Çакăн пек цифрăсене Вӗренӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитетăн тата комитет çумӗнчи эксперт канашӗн пӗрлехи ларăвӗнче республикăн финанс министрӗн çумӗ Оксана Кисапова пӗлтернӗ. Тӗлпулăвăн тӗп ыйтăвӗ – 2027-2029-мӗш çулсенчи регион бюджечӗн проектне сӳтсе явасси пулнă.
Спикер каланă тăрăх, укçа-тенке шкулсене, аслă шкулсене, хушма тата професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене, çавăн пекех ачасене, çамрăксене тата çамрăк специалистсене пулăшмалли мероприятисене ирттерме ярассине палăртнă. Сăмахран, «Физикăпа хими прорывӗ» тата «Физикăпа математика прорывӗ» проектсене пурнăçа кӗртме, педагогсене çурт-йӗрпе тивӗçтермелли программа, шкул çулне çитменнисен тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан уйрăм учрежденисем валли субсидисем тата ытти пуçарусем пирки сăмах пырать.
Çавăн пекех пӗрлештернӗ бюджетран 29,9 миллиард тенкӗ культурăпа кинематографие укçа-тенкӗпе тивӗçтерме кайӗ, çав шутра 15 миллиард ытла — республикăран; 2 миллиард ытла – массăллă информаци хатӗрӗсем валли.
Ларăва хутшăнакансем тăлăх ачасене çурт-йӗрпе тивӗçтерес, тăван чӗлхеллӗ шкулсене куçару учебникӗсем парас, вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсас тата ытти ыйтăва та сӳтсе яврӗç. Çавăн пекех ларура Тутарстанăн Вӗрентӳпе наука министерстви республикăра вӗрентӗве аталантармалли программăсене мӗнле пурнăçлани çинчен каласа панă.
Министр çумӗ Рамиль Хайруллин 2025 çултанпа республика «Çамрăксемпе ачасем», «Çемье» тата «Кадрсем» наци проекчӗсене хутшăннине пӗлтернӗ. Çак проектсем вӗренӳ инфраструктурине аталантарма, педагогсене, пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшма, ӗçе вырнаçма тата карьера тума, çавăн пекех патриотла воспитани пама пулăшаççӗ. Аслă шкулсемпе наука организацийӗсем те технологи лидерлăхӗн проекчӗсене пурнăçа кӗртме хутшăнаççӗ. Раççейри наци проекчӗсем Владимир Путин Президент указӗпе пурнăçланаççӗ.
Нет комментариев