Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Чăнкă Мирун арăмӗпе пӗрле хаклă кӗрӗксем сутакан лавккана кӗнӗ. Арăмӗ пӗр кӗрӗк хыççăн теприне тыта-тыта пăхать, куçӗсем çунаççӗ хăйӗн. Кусем патне хăвăрт кăна сутуçă пырса тăрать: – Ырă кун пултăр! Мӗн шыратăр? – ыйтать хайхискер. – Кӗве çитермелли! – лап­латтарса хурать Мирун.

Чăнкă Мирун ресторана апат çиме кӗнӗ. 

– Официант! Чăхне курмастăп шӳрпере. Путнă-им вăл? – ыйтать хайхи. 

– Мӗншӗн тӳрех путнă? Çăвăннă та кайнă... 

 *  *  *

– Килте ваннă япаласем нумай пирки «Пӗр сехетлӗх упăшка» службăпа усă курма шутларăм. Пӗлтерӳсенчен чи йӳнӗ хаклине суйларăм та шăнкăравларăм, – каласа парать Яка Кулине хăй пекех пӗччен пурăнакан тантăшне.

– Мӗнле вара, килсе юсаса пачӗ-и?

– Ăçта унта?! Пӗр арçын килчӗ те тӳрех диван çине ларчӗ, сăра ӗçе-ӗçе телевизорпа пӗр сехет хушши футбол пăхрӗ...

 *  *  *

– Алло! Ресторан? Эсир ӗнер каçпа мана мӗн илсе килсе панă?

– Хăвăр мӗн заказ панă – çавна: пекинла кăвакал, ăшне тултарнă çăрттан тата Японирен тин кӳрсе килнӗ устрицăсем.

– Халь итлӗр мӗн пулса тухнине: устрицăсем çӗрле çăрттанпа кăвакала çисе янă та кухньăра питӗрӗнсе ларнă – никама та кӗртмеççӗ. Хамăн йытта та ниçта та тупаймастăп ӗнер каçранпа...

 *  *  *

– Тухтăр, мана пурте улталасшăн пек туйăнать. 

– Лăпланăр. Эсир сывах. Сиртен 15 пин тенкӗ. 

 *  *  *

Ахванеç ӗçе вырнаçма пынă. 

– Эсир авланнă-и? – ыйтаççӗ унран.

– Çук.

– Апла-тăк эпир сире ӗçе илейместпӗр. 

– Мӗншӗн?!

– Пире пăхăнма пӗлекен çынсем кирлӗ.


анекдоты

Нет комментариев