Çӗнӗ хыпарсем

Манăçа тухма пуçланă ят

Меречен ялӗнче çуралса ӳснӗ Яков Павловăн ырă ятне халăх асӗнче хăварас тесе тӗпчев ӗçне пуçăнтăм

 

Павлов Яков Кузьмич2021 çулхи пуш уйăхӗн 19-мӗшӗнче Мереченте çуралса ӳснӗ, вăл вăхăтра Вырăс Киреметӗнче пурăннă Виктор Егорович Симаков çыравçă патӗнче хăнара пултăм. 1964-1965 вӗренӳ çулӗнче Кивӗ Ӳселӗнчи сакăр çул вӗренмелли шкулта вăл пирӗн класс ертӳçи пулса ӗçлерӗ, пире нимӗç чӗлхи вӗрентрӗ.

Сӗтел хушшинче техӗмлӗ чей ӗçсе сăмахланă май эпӗ ăна хам çырнă «Михайловы» кӗнекене парнелерӗм. Виктор Егорович та мана хисеплесе парнесӗр хăвармарӗ, хăй çырнă виçӗ кӗнекине асăнмалăх алă пусса пачӗ. 

 

Тăван тăрăхра ун ятне астусах каймаççӗ

«Тутар Республикинчи Аксу районне кӗрекен чăваш ялӗсен энциклопедийӗ» кӗнекинче вăл Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ паллă чăвашсен биографийӗ­семпе те паллаштарать. Унта Ме­ре­ченте кун çути курнă тава тивӗçлӗ çак чăвашсем кӗнӗ: П.М.Гаврилов, В.В.Мосолов, В.Е.Симаков, Л.С.Петров, Я.К.Павлов. 

Пётр Михайлович Гаврилов (1925 – 2019) – вăрçă ветеранӗ, вырăс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ, сăвăçă, купăсçă, 13 кӗнеке авторӗ. 

Виктор Егорович Симаков (1933 – 2025) –  çыравçă, вырăс чӗлхипе литература, нимӗç чӗлхи вӗрентекенӗ, Чăваш халăх академийӗн пайташӗ (хальхи вăхăтра Чувашская национальная академия наук и искусств – ЧНАНИ), 10 кӗнеке авторӗ. 

Вячеслав Васильевич Мосолов (1946 – 2006) – хими наукисен кандидачӗ, доцент, Совет Союзӗнчи пултаруллă ачасем валли Анат Камăра уçнă пӗрремӗш хими шкулӗн директорӗ, икӗ изобретени, пӗр монографи, 75 наукăпа методика ӗçӗн авторӗ. 

Леонтий Степанович Петров (1909 – 1986), вăрçă ветеранӗ, Тутар АССР тата Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ агрономӗ, Социализмла Ӗç Паттăрӗ (Герой Социалистического Труда). 

Кунта асăннă пултаруллă çынсене эпӗ пӗлетӗп. Яков Кузьмич Павлов (1902 – 1985) çинчен вара нихçан та илтмен. Якку пиччен пурнăç çулӗ мана кăсăклантарма пуçларӗ. Вăл Мереченте çуралса ӳссе Чăваш Республикинче пысăк вырăнта ӗçленине тăхăр вунна çитсе пыракан Нина Григорьевна Яругина çирӗплет­рӗ. Мӗншӗн-тӗр унăн ячӗ пирӗн енче манăçа тухма пуçланă. 2006 çулта А.А.Трофимов, Н.Ф.Угаслов, П.В.Афанасьев, А.Д.Ефимов кăларнă «Тутарстан чăвашӗсем» кӗнекене Яков Кузьмич Павлов кӗмен. Унăн ятне Шупашкарта кăларнă Чăваш энциклопедийӗнче те, Хусанта пичетленнӗ Тутарстан Респуб­ликин ултă томлă энциклопедийӗнче те тупаймарăм.

Çак пурнăç йăнăшне тӳрлетес шухăшпа эпӗ çанă тавăрсах тӗпчев ӗçӗ пуçарса ятăм. Интернет­ра, кӗнекесенче Якку пиччепе çыхăннă документсемпе паллашмаКнига под авторством Я.К.Павлова тытăнтăм. Шупашкарта пурăнакан Галина Михайловна Серебряковăран тархасласа пулăшу ыйтрăм. Вăл мана Чăваш наци библиотекинче ӗçлекен Антонина Васильевна Андре­ева пулăшнипе çак библиотекăра сыхланакан Яков Кузьмич çинчен информаципе тата вăл çырнă кӗнекесемпе паллаштарчӗ, вӗсене интернетра тупса вулама пулнине пӗлтерчӗ. 

Çак хаклă документсемпе интернетра паллашнă май çӗнӗ ыйту сиксе тухрӗ. Мереченте Павлов­сен тăванӗсем камсем пулнă? Хуравне тупма хам вӗрентнӗ Семён Говоров пулăшрӗ. Хамăн архивра ку çемьепе çыхăннă материалсене тепӗр хут тишкерсе тухрăм, Аксура пурăнакан Иван Макарович Уштыков патне шăнкăравла­рăм.

Якку пиччен кӗçӗн йăмăкӗн ачисемпе телефонпа калаçрăм. Вăрçă çулӗсем çинчен «Память народа» сайтран пӗлтӗм. Палăртнă тӗпчев ӗçӗсене пурнăçлани Яков Кузьмичăн пурнăç çулӗ çинчен тӗплӗнрех çырса пама çул уçса пачӗ. 

Меречен пуçланса кайни

В.Е.Симаков тата И.М.Степанова хăйсен кӗнекисенче Меречен ялӗн историне темиçе хутчен те çырса кăтартнă. Ку ялăн кӗске историне интернетра, энциклопедисенче те тупма пулать. 1733 – 1738 çулсенче ку вырăна тӗрлӗ енчен тӗне кӗмен чăвашсем Ванчук, Ирук, Иштул, Патирек, Пишмук, Сахви, Утьăк (Удик), Уштык тата ыттисем куçса килнӗ. Малтанах ăна Меречен (Мерезень) тенӗ. Ку ят Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ вăхăтӗнчи Мерчен хулипе тачă çыхăннă. Хальхи Меречентен виçӗ çухрăм хӗвелтухăçнерех вырнаçнăскере 1395 çулта Уксах Тимӗр хăйӗн çарӗпе тӗпӗпех аркатнă.

Çак вырăн ячӗ халăхра  сыхланса юлнă. Çавăнпа усă курса, куçса килнӗ чăвашсем – пăлхар тăхăмӗсем, хăйсен ялне Меречен ят панă. 1858 çулта унта Мăкшелӗнчен вырăс çемйисем куçнă хыççăн Меречен ялне Çӗнӗ Мăкшел (Новое Мокшино), Мăкшелне вара Кивӗ Мăкшел (Старое Мокшино) тесе çырма тытăннă. Вырăнти чăвашсем паян кун та ку ялсене ӗлӗкхи ячӗсемпех Мăкшел, Меречен тесе калаççӗ.

Удиковсен çемйи

Яккăвăн 1853 çулта çуралнă аслашшӗне чиркӳ кӗнекинче Павел Иванов тесе çырнă. Павăл икӗ хутчен авланса виçӗ ывăл çитӗнтернӗ. Аслă ывăлӗ Петӗр 1878 çулта, вăталăххи Куçма 1881 çулта, кӗçӗнни Мӗкӗте 1884 çулта тӗнчене килнӗ. 

Кузьма Павлов çирӗмрен ирт­сен Игнатьева Праскипе пӗрлешсе ашшӗ килӗнчен уйрăлса тухнă. Вӗсен аслă ывăлӗ Якку 1902 çулта çуралнă. Ун хыççăн çемье йышне Кӗркури (1905), Ляванти (1908), Упруç (1910), Элекçей (1913), Пăлаки (1915), Толя (1922) ятлă ачисем хушăннă. Кил хуçи 1915 çулта, хăйсен ăруне пуçарса яракан Утьăка хисеплесе, Удиков хушамат илнӗ. 

Удиковсен пӳрчӗсем В.Е.Симаковсем пурăннă урамра 4-5 килӗ урлă анчах вырнаçнă пулнă. Вӗсен çемйи чухăн пурăннă, çити-çитми пурнăçне аран-аран йӳнеçтеркелесе пынă. Çапах та пурне те пӗлме тăрăшакан аслă ывăлӗ Якку хăйсен ялӗнчи земство училищинче пуçламăш пӗлӳ илнӗ. Малалла вăл Сӗнчелӗнче 1918 çулта уçăлнă чăваш учителӗсене хатӗрлекен семинаринче вӗренме пултарнă. Анчах та 1921 çулхи выçлăха пула вӗренме пăрахма тӳр килнӗ. Граждан вăрçи хыççăнхи йывăр çулсенче вăл Павлов хушаматпа çӳренӗ, ял Советӗнче, комсомолăн вулăсри комитетӗнче çӗнӗ пурнăç йӗркине çирӗплетес енӗпе патваррăн ӗçленӗ. 

Пурнăç шкулӗ

1924 çулта, Ленин вилнӗ хыççăн, ВКП(б) Тӗп комитечӗ партие кӗмелли Ленинла призыв çинчен пӗлтерсен, Павлов ВКП(б) пайташӗн кандидатне кӗнӗ. Çав çулах кӗркунне вăл Тинӗс-çар флотне хӗсмете кайнă. 1927 çулта ăна парти ретне илнӗ. Флотра Яков Кузьмич парти ӗçӗн пысăк шкулӗ витӗр тухнă. 

1928 çулта хӗсметрен таврăннă хыççăн вăйпитти йӗкӗт Хусанти коммунистла университетра (Татарский коммунистический университет, ТКУ) вӗренме тытăннă. Çак партин аслă шкулӗ (высшая партшкола) парти организацийӗсенче, советсен тытăмӗсенче, ял хуçалăхӗнче, промышленность предприяти­йӗсенче ӗçлемелли шанчăклă кадрсем хатӗрленӗ. 

Павлов унта виçӗ çул ăнăçлă вӗреннӗ хыççăн аспирантурăна вӗренме юлнă. 1933 çулта çав университетрах истори преподавателӗ пулса вăй хума тытăннă. 1935 çулта пултаруллă вӗрентекене Мускаври хӗрлӗ профессурăн институтне (институт красной профессуры) вӗренме янă. Вӗреннӗ вăхăтра истори наукисен кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ, мӗншӗн тесен вӗренекенсенчен кам гуманитари наукисемпе диссертаци хӳтӗлеймен, «хӗрлӗ профессор» ятне илеймен. Институтран вӗренсе тухнă хыççăн Я.К.Павлов – хӗрлӗ профессора Мускаври Хӗвелтухăç ӗç çыннисен коммунистла университечӗн (Коммунистический университет трудящихся Востока) директорне лартнă.

Çулталăкран ВКП(б) Тӗп  комитечӗн аппаратне куçарнă, унта вăл ВКП(б) Тӗп комитечӗн яваплă йӗркелӳçи пулса ӗçленӗ. Ку ӗçре вăл парти аппарачӗн ӗç-хӗлне тивӗçтерес тата вырӑнти организацисен ӗçне тӗрӗслесе тӑрас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ практика ӗçне пурнӑçланӑ. Яваплă йӗркелӳçӗ партин тӗп комитечӗпе регионсен хушшинчи çыхăнăва йӗркелесе тăнă. 1940 çулта ВКП(б) Тӗп комитечӗ Яков Кузьмича Чăваш Республикинчи парти организацине ӗçлеме янă, март уйă­хӗнче ВКП(б) Чăваш обкомӗн виççӗмӗш секретарьне суйланă.

1936 çулта декабрӗн 5-мӗшӗнче пирӗн çӗршыври Советсен чрезвычайлă VIII съездӗнче çӗнӗ Конституци йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн, аслă власть Советсен съездӗнчен Верховнăй Совет аллине куçнă. 1937 çул раштав уйăхӗн 12-мӗшӗнче Верховнăй Советăн пӗрремӗш созыври суйлавне йӗркелесе ирттернӗ.

Аслă Канашăн Национальноçсен Советне Етӗрне суйлав округӗ тăрăх Чăваш АССР Шалти ӗçсен халăх комиссарне Алексей Михайлович Розанова суйланă. Вăл «халăх тăшманӗсемпе» кӗрешес енӗпе палăрнă. Анчах та 1938 çулхи июль уйăхӗнче хăйне те реп­рессиленӗ. Ун вырăнне 1941 çулхи февралӗн 16-мӗшӗнче Совет Союзӗн Верховнăй Совечӗн депутачӗ пулма Чăваш ВКП(б) обкомӗн секретарьне – Яков Кузьмич Павлова суйланă.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсем

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче фашистла Германи пирӗн çӗршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кӗнӗ. Июль уйăхӗнче ВКП(б) Тӗп комитечӗн мобилизацийӗпе Яков Кузьмич Павлов фронта тухса кайнă. Вăл Хӗвелтухăç фронтӗнчи яваплă ӗçсенче – авиабаза районӗн çар комиссарӗ, Сывлăш çарӗн политотдел начальникӗн çумӗ тата парти комиссийӗн яваплă секретарӗ пулса ырми-канми вăй хунă. 

1943 çул пуçламăшӗнче Я.К.Пав­­лов подполковника Сыв­лăш çар вăйӗсен академийӗ çумӗнчи курссене вӗренме янă. Çар академийӗнче çур çула яхăн вӗреннӗ хыççăн вăл малтан Сыв­лăш çар вăйӗсен кадрсен уйрăмӗн начальникӗн çумӗ пулнă, унтан Хӗрлӗ Çарăн сывлăшран тапăннине хирӗç кӗрешекен истребитель авиаци корпусӗн тӗп штабӗнче ӗçленӗ. Шанса панă ӗçсенче лайăх енӗпе палăрнă. Кадрсене суйласа илес ӗçе пур енлӗн, тӗплӗн пурнăçланă, офицер кадрӗсемпе усă курассине пысăк тимлӗхпе йӗркелесе пынă. Çар чаçӗсене пырсан командованине вырăнти лару-тăрупа килӗшӳллӗ сӗнӳсем панă, теорие практикăпа çыхăнтарма пулăшнă. 

1944 çулхи апрельте кадровика Ленинградри сывлăшран хӳтӗленмелли 2-мӗш гварди истребитель авиакорпусне командировкăна янă. Унта вăл çӗнӗ авиаци полкӗсем йӗркелеме пулăшнă. 20 кун хушшинче вăл ертсе пынипе Ленинградри сыв­лăшран хӳтӗленмелли çар резервӗнчен тата 13-мӗш Сывлăш Çарӗнчен офицерсене, сержантсене, хӗрлӗармеецсене чӗнсе илнӗ, çӗнӗ сывлăш полкӗсем йӗркеленӗ. «Хăйӗн умне лартнă тӗллевсене Тăван çӗршывăн  Верховнăй Совечӗн депутачӗ, дисциплинăллă, политика енчен хурçă пек çирӗп, культурăллă подполковник Павлов питӗ ла­йăх пурнăçланă», – тесе йышăннă ­кадрсен уйрăмӗн ертӳçи Румянцев полковник. 

Çарти хастарлă ӗçсемшӗн вăл 1944 çулхи августăн 3-мӗшӗнче Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (ЦАМО, картотека награждений, шкаф 65, ящик 22), 1945 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче Тăван çӗршыв вăрçин II степеньлӗ орденне (ЦАМО, опись 564521, дело 9,11), 1945 çулхи июлӗн 16-мӗшӗнче «1941–1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медале, 1985 çулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче Тăван çӗршыв вăрçин II степеньлӗ орденне тата нумай юбилейлă медальсем илме тивӗçнӗ.

Вăрçă хыççăнхи çулсем

1945 çулхи кӗркунне хӗсмет­рен таврăннă хыççăн Я.К.Павлова каллех Чăваш Республикинчи парти организацине ӗçлеме янă, çав çулах юпа уйăхӗнче ВКП(б) Чăваш обкомӗн виççӗмӗш сек­ретарьне суйланă. Тăван çӗршывăн хӗрӳллӗ патриочӗ, Аслă Канашăн депутачӗ пулнă май, Чăваш Республикин экономикине малалла аталантарса çирӗп­летессишӗн ывăнма пӗлмесӗр ӗçлеме тытăннă. 

Команда деятелей с Я.Павловым

Вăл тапхăрта обкомăн виç­çӗмӗш секретарӗ халăх хуçа­лăхӗн пӗр пысăк отраслӗшӗн кăна яваплă пулман. Унăн явап­лăх зонине республикăн тӗллевӗсемпе ыйтăвӗсене тӗпе хурса йӗркеленӗ. Яков Кузьмич промышленность предприятийӗсен ӗçне йӗркелесе пыма пулăшнă, строительство ӗçӗсем мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.

Чăваш Ен аграри республики пулнине кура, ытларах ял хуçалăх ыйтăвӗсемпе ӗçлеме тӳр килнӗ. Колхозсемпе совхозсене тырпул туса илес, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçсенче, уйрăмах йӗтӗн, кантăр, хăмла ӳстерес енӗпе пулăшнă. Пур çӗртре те ӗç вӗресе тăнă. Ялсенче ăшăпа тата шыв вăйӗ­пе ӗçлекен электростанцисем хута янă. 1951 çул тӗлне Чăваш Енре 32 пысăк мар теплоэлектро­станци тата 8 пӗчӗк вăйлă гид­роэлектростанци туса пӗтернӗ. Клубсене, шкулсене, вулавăшсене, медпунктсене юсанă, çӗнӗрен туса лартнă. 

Вăрçă хыççăнхи çулсенче парти культура пурнăçӗ çине те пысăк тимлӗх уйăрнă. Культура пурнăçӗ çӗнӗ вăйпа аталаннă, ӗç коллективӗсенче илемлӗ пултарулăх кружокӗсем йӗркеленӗ, концертсемпе спектакльсем кăтартнă. Идеологи ӗçӗн тӗллевӗсенчен пӗри çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парасси пулнă. 

Яков павлов кандидатХаяр вăрçă çулӗсенче пирӗн çӗршывра суйлавсем ирттермен. СССР Верховнăй Советне депутатсем суйлас ӗçе 1946 çулхи нарăс уйăхӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Унта Етӗрне суйлав округӗ тăрăх Национальноçсен Советне Яков Кузьмич Павлова кандидата тăратнă. Суйлав йӗркеллӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш СССР Верховнăй Совечӗн 2-мӗш созыври депутачӗ пулса тăнă. Ку пулăм унăн ӗçри яваплăхне тата та ӳстернӗ.

Хӗрӳ темпераментлă çын

Яков Кузьмич хӗрӳ темпераментлă çын пулнă, ӗç коллективӗсенче, вӗренӳ заведенийӗ­сенче лекцисемпе, докладсемпе ӗнентерӳллӗн тухса калаçнă. Хăй çырнă ӗçӗсене пухса кӗнекесем пичетлесе кăларнă. Чăваш наци библиотекинче ун ячӗпе çыхăннă çак кӗнекесем сыхланса юлнă:

  • «Пирӗн кандидатсем: Яков Кузьмич Павлов» (1946),
  • «Чăваш Автономлă  Социализмла Совет Респуб­ликине организацилени çинчен» (1949),
  • «Великая Октябрьская Социалистичес­кая революция и разрешение национального вопроса в Чувашии (1917 – 1925)» (1957) тата ыттисем.

1950 çулхи мартăн 12-мӗшӗнче СССР Верховнăй Совечӗн 3-мӗш созывӗн депутачӗсене суйлама палăртнă. Етӗрне суйлав округӗ тăрăх Национальноçсен Советне Павлов Яков Кузьмича кандидата тăратнă. Суйлав протоколӗсемпе килӗшӳллӗн, ВКП(б) Чăваш обкомӗн секретарӗ Я.К.Павлов виççӗмӗш хутчен депутат тивӗçӗсене пурнăçлама тытăннă.Список лиц,среди которых Я.Павлов

1950 çулта Чăваш Республики 30 çулхи юбилейне палăртнă. Верховнăй Совет Президиумӗн 1950 çулхи июнӗн 23-мӗшӗнче кăларнă Указӗпе Чăваш Рес­публикинче промышленноçра, ял хуçалăхӗнче, наукăра, культурăра тата искусствăра малта пыракан ӗçченсене орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Ку Указпа килӗшӳллӗн, Яков Павлова Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланă. 

Мускавра 

Тăванӗсем каласа панă тăрăх, 1960-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Яков Кузьмич Павлова Мускава куçарнă. Унта вăл Ленин ячӗллӗ патшалăх педагогика институтӗнче ӗçленӗ. Ку аслă пӗлӳ паракан институт пирӗн çӗршывра пысăк пӗлтерӗшлӗ педагогика центрӗ пулнă. 1957 çулта ку институт çумне Мускав хулин В.П.Потёмкин ячӗллӗ педагогика институтне пӗрлештернӗ.

Çӗнелнӗ вӗренӳ учрежденийӗ активлăн малалла аталанма тытăннă, çӗнӗ корпуссем тунă, библиотекăна  анлăлатнă. Унта ӗçлеме пултаруллă, пысăк опытлă çынсем кирлӗ пулнă. Çакăн пек вăхăтра Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерне Мускава ӗçлеме янă. В.Е.Симаков çырнă тăрăх, Яков Кузьмич профессор пулнă. Вăл истори наукисен кандидачӗ, «хӗрлӗ профессор» пулни паллă. Яков Кузьмич доктор диссертацине хӳтӗленине çирӗплетсе паракан документсем тупăнмарӗç.

Çӗршывăн вӗри чӗреллӗ пат­риочӗ юратнă мăшăрӗпе Тамара Михайловнăпа икӗ ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ, вӗрентсе кăларнă. Яков Кузьмич хăй те, мăшăрӗ те юлашки кунӗсене Мус­кавра пурăнса ирттернӗ.

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Аксу районӗ,

Кивӗ Ӳсел.

Архиври сăнӳкерчӗксем.

 


#Память

Нет комментариев