Çӗнӗ хыпарсем

Варкăшçăсене туслăх пӗрлештерчӗ

Çуллахи каникул хыççăн шкул ачисемпе студентсем пӗлӳ тӗнчин ытамне таврăнчӗç. «Варкăш» литература клубӗ те кану хыççăн ӗçе пуçăнчӗ – авăн уйăхӗн вӗçӗнче варкăшçăсем хăнăхнă йăлапа Чăваш наци библиотекине пуçтарăнчӗç. Хальхинче вӗсем Чăваш кӗнеке издательствинче пӗлтӗр кун çути курнă «Эсӗ манăн тус пулсан...» коллективлă сборника сӳтсе яврӗç. Кăларăма 24 авторăн вăтам классенче вӗренекенсем валли çырнă хайлавӗсем кӗнӗ.

Члены литературного клуба

 

Клуб ларăвӗ калавсен пуххине сӳтсе яврӗ

Ларăва уçнă май «Чăваш кӗнеки» цент­рăн ӗçченӗ Татьяна Семенова калав пуххи кăсăклă, хуплашки илемлӗ пулнине палăртрӗ. Кăларăма Чăваш кӗнеке издательствин директорӗн – тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ, редакторӗ те хăйех. Тӗрлӗ тематикăллă сборниксем пӗрре мар пичетлесе кăларнăскер хальхинче вăтам çулти ачасене тимлӗх уйăрас тенӗ, алçырăва юратса пухнă.

«Туслăх мӗнне пӗчӗкренех пӗлетпӗр эпир. Çитӗннӗ май пирӗн ăна упраса хăварма вӗренмелле. Пурнăçра тӗрлӗ йывăрлăх сиксе тухма пултарать. Суя туслăх тӗлне те лекме пулать. Е юлташ тесе шухăшламан çынах пулăшу алли тăсса парать. Кӗнекери хайлавсем урлă вулакансене туслăха хаклама, упрама вӗрентес, суя туслăхран пăрăнма хăнăхтарас терӗмӗр. Тӗрлӗ ӳсӗмри çыравçа кӗртме тăрăшрăм. Паллă чăваш прозаикӗсемпе пӗрлех çамрăк авторсен пултарулăхӗпе те паллашма май пур кунта», – терӗ Ольга Леонидовна.

Унăн «Эсӗ манăн тус пулсан…» калавӗн никӗсӗнче – тăван хӗрӗпе тантăшӗн историйӗ, вӗсене сăнанă май çуралнă шухăшсем. Ольга Австрийская прозаик кӗнекене тухнă-тухман алла тытнă. «Кашни хайлав пуçламăшӗнчех çыравçăсен туслăх çинчен каланă йӗркисене илсе пани кăмăла кайрӗ. Николай Ларионовăн «Хăрканпа Мăркан» хайлавӗнчи сăнарсем этем тискерлӗхӗпе, чурăслăхӗпе тӗл пулаççӗ. Кил хуçи юратсах каймасть вӗсене. Кун пек чухне чӗрчунсен хăйсене çеç шанма, хӳтӗленме тивет. Микул Ишимбайăн «Чăн-чăн юлташ» калавӗ: «Туслăх ӗçре палăрать», – шухăша уçса парать. 

Хайлавсем ачасемшӗн те, шкул ӗçченӗсемшӗн те усăллă

Ольга Тургайăн хайлавӗ – «Туслă çерçисем» – пӗчӗкçӗ кайăксен те пӗр-пӗрне пулăшас, хута кӗрес йăла пуррине çирӗплетет. Ульк­ка Эльменӗн «Чечек çыххи» калавӗнче чарусăр ачасем те шаннине тӳрре кăларма пултараççӗ текен шухăш тӗпре. Ольга Васильеван «Эсӗ манăн тус пулсан...», Нина Царыгинан «Туссем çавăнпа кирлӗ те» произведенийӗсенче кăмăлӗпе расна хӗрачасен хутшăнăвне сăнланă.

Елена Кудрявцева «Пăлаки тата Таçукра» вашават хӗрачапа ăслă кушакăн туслăхне кăтартса пани те килӗшрӗ. Ирина Кошкинан «Сашка пӗчӗк тус» хайлавӗнчи ватă çынпа арçын ачана вара шăнкăрч вӗлли туслаштарнă», – терӗ Ольга Михайловна.

Елена Кудрявцева вӗрентекен кăларăма юратса йышăннă. Ăна еплерех илемлетни те, тӗп шухăшсене уйрăммăн палăртни те чунне тивӗçтернӗ. «Пăлаки тата Таçук» калавне вăл пурнăçри самантсене тӗпе хурса, килти кушакӗпе хавхаланса çырнă-мӗн. Василий Кервен сăвăçăн тата куçаруçăн сборника «Мачча каштинчи картсем» калавӗ кӗнӗ. Ăна чăн пулнине тӗпе хурса шăрçаланине пӗлтерчӗ автор. Хайлав пуххи ачасемшӗн усăллă, шкулта диспутсем ирттерме паха пулнине асăнчӗ.

«Умсăмахра туслăх тӗрлӗрен пулать тени килӗшрӗ. Ольга Австрийскаян калавӗ кăмăла çӗклерӗ. Шел, 24 автортан 5-шӗ кăна килнӗ паянхи тӗлпулăва. Çыравçăсен вулакан патне анмаллах, пӗр-пӗрин хушшинчи кӗпере çирӗплетмеллех. Мӗнпур хайлава вуласа тухсан чылай шухăшласа çӳрерӗм. Хальхи вăхăтра ачасене суя çулпа илсе каякан мелсем тупăнсах тăраççӗ. Тен, писательсен паянхи проблемăсене те тăтăшрах çутатмалла? Айккинче пăрса хăвармалла мар вӗсене», – кăмăл-сунăмне палăртрӗ Алексей Зотиков тележурналист та кӗнекепе тӗплӗн паллашнă хыççăн.

Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ юлашки вăхăтра ачасем валли сăвăлла кăна мар, прозăлла та хайлать. Хальхинче вăл «Такмак» ятлă калав сӗннӗ. «Тус пулма чӗнекене хăртмалла мар, хăвăнтан сивӗтмелле мар. Манăн сăнарсем – хӗрачапа арçын ача – такмака пула хирӗçсе каяççӗ. Сăмаха шухăшламасăр персе ямалла мар. Эпӗ кунта интереслӗ фактсем те кӗртрӗм. Эппин, ачасем çӗнӗ пӗлӳ илме те пултараççӗ», – терӗ Светлана Васильевна хăпартланса.

Ольга ИВАНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


#Литература

Нет комментариев