Çӗнӗ хыпарсем

Атте – çемье тӗрекӗ

Октябрӗн 18-мӗшӗ – Атте кунӗ. Çак уява çӗршывăмăр шайӗнче 2021 çултанпа паллă тума пуçланă. Пилӗк çул каялла октябрӗн 4-мӗшӗнче РФ Президенчӗ В.В.Путин çемье институтне çирӗплетес тата ашшӗсен ачисене воспитани парассинчи пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Раççейре Атте кунне паллă тума пуçласси çинчен 573№ Указ кăларнă.

 

Алешкин Саплык, семья ЮдиныхАтте – кашни ача пурнăçӗнчех анне пекех юратнă, çывăх çын.  Сăнӳкерчӗкре – Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан Юдинсен çемйи, вӗсем «Сувар» хаçат ирттерекен «Юратнă аттепе» конкурса хутшăнаççӗ. Ашшӗне, Михаил Валерьевича, ывăлӗсем – Глеб, Матвей тата Валерий – саламлаççӗ, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, телейлӗ кун-çул сунаççӗ. «Юратнӑ аттеçӗм, эсӗ пирӗншӗн çемье тӗрекӗ, ырӑ тӗслӗх. Эпир санпа мухтанатпӑр, эсӗ пирӗн атте пулнишӗн чунтан савӑнатпӑр!» – теççӗ вӗсем.

«Сувар» вулакан пур аттене те уявпа саламлатпăр! Кашнин хăйӗн ачисене савăнса ӳстермелле, вӗсен пархатарне курмалла пултăр.

Сăнӳкерчӗк Юдинсен архивӗнчен.


#День отца

Нет комментариев