News by tag - чуваши Татартсана
-
Алексей Афанасьев çуралнăранпа 100 çул çитрӗ
Юпа уйăхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Афанасьев çыравçă (1925 – 1985) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявӗ иртрӗ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем, Алексей Андрияновичăн тăванӗсем пуçтарăнчӗç. Вӗсем «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» куравпа паллашма пултарчӗç. Кунта сăнӳкерчӗксемпе çыравçăн тӗрлӗ çулта тухнă кӗнекисене вырнаçтарнă. Вӗсене тишкернӗ май А.Афанасьев чылай поэт-прозаикпа туслă пулнине, çыхăну тытнине курса ӗненетӗн. Акă вăл Илпек Микулайӗпе тата Хасан Туфанпа ларать, тепринче – Николай Евстафьевпа юнашар. Чи кăсăклă сăнӳкерчӗксенчен пӗринче Афанасьев хушаматлă чăваш çыравçисене – Анатолий Афанасьева, Хветӗр Уяра, Куçма Чулкаçа, Егор Афанасьева, Мӗтри Кипеке, Алексей Афанасьева – асăрхатпăр.
-
Çамрăк ăру йышӗнчен те ун историйӗпе интересленекенсем пуласса шанасах килет
Тăван ял, тăван тавралăх…Аякра-и эсӗ, çывăх-и, яланах асра, чуна ăшăтса тăратăн, вăй-хăват паратăн. Ялта çуралса ӳснӗ çынна, паллах, çутçанталăк ырлăхӗсем яланах çывăх тăраççӗ. Ку енӗпе элшелсене ăннă çав. Вăрман тăрăхӗсем, кӳлӗ-пӗвесем, Сӳнтӗкпе Пушчă ялӗсен енче Сӗве тăрăх тăсăлакан сăрт-тусем… Çула тухма йыхăракан пуйăс шавӗ... Инçе çӗрте çӳренӗ чухне танлаштарса та пăхатăн – пирӗн патра çапларах тетӗн. «Çав çапларах» тенинче яланах тăван ял сăнарӗ тухса тăрать. Тăван ялта эпир çитӗннӗ, кунта пирӗн кил, кунта эпир ачалăхпа яшлăх кунӗсене ирттернӗ. Тăван ялта пирӗн атте-анне, тăвансем, юлташсем… Ӗмӗрлӗх тӗнчинче асатте-асаннесем, кукаçей-кукамайсем, çывăх çынсем…
-
Анатолий Музыкантов туссене пуçтарать
Паян, январӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменӗнче Раççей культура ӗçченӗ, паллă балетмейстер, педагог, «Сувар» халăх ташă ансамблӗн йӗркелӳçи Анатолий Музыкантов хăйӗн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.