Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Афанасьев çуралнăранпа 100 çул çитрӗ

Юпа уйăхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Афанасьев çыравçă (1925 – 1985) çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявӗ иртрӗ. Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрăçсем, Алексей Андрияновичăн тăванӗсем пуçтарăнчӗç. Вӗсем «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» куравпа паллашма пултарчӗç. Кунта сăнӳкерчӗксемпе çыравçăн тӗрлӗ çулта тухнă кӗнекисене вырнаçтарнă. Вӗсене тишкернӗ май А.Афанасьев чылай поэт-прозаикпа туслă пулнине, çыхăну тытнине курса ӗненетӗн. Акă вăл Илпек Микулайӗпе тата Хасан Туфанпа ларать, тепринче – Николай Евстафьевпа юнашар. Чи кăсăклă сăнӳкерчӗксенчен пӗринче Афанасьев хушаматлă чăваш çыравçисене – Анатолий Афанасьева, Хветӗр Уяра, Куçма Чулкаçа, Егор Афанасьева, Мӗтри Кипеке, Алексей Афанасьева – асăрхатпăр.

Вӗрентекен, çыравçă, куçаруçă

Мероприятие Литература музейӗн наука ӗçченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Вăлах пухăннисене çыравçăн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе кӗскен паллаштарчӗ. 

Алексей Андриянович Тутарстанри Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлă ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вырăсла та, удмуртла та, тутарла та лайăх пӗлнӗ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ. 1943 çулта Хӗрлӗ Çар ретне тăнă, Карелие нимӗçсенчен хăтарнă çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн III степеньлӗ Мухтав орденне тата медальсене тивӗçнӗ.

Каярахпа вăл Павлă районӗнче вырăсла тухса тăракан «Знамя» хаçат редакторӗ пулнă. Пӗкӗлмери учительсен институтӗнчен вӗренсе тухнă. Пӗр хушă Павлăри интернат-шкулта вăй хунă, халăх инструменчӗсен оркестрне йӗркеленӗ, ачасене ӳкерме вӗрентнӗ, пленэрсене илсе çӳренӗ. Пӗлӳ çуртӗнчи ӗçпе хавхаланса Алексей Андриянович «Пирӗн интернат» поэма та хайланă. Шупашкарти 47-мӗш шкулти 1 «В» класра вӗренекен Пелагея Морозова (класс ертӳçи – Тамара Николаевна Степанова) Литература музейӗнчи мероприятире шăпах çак произведенири сыпăка пăхмасăр каларӗ.

Алексей Афанасьев – ăста прозаик, поэт тата куçаруçă. 1949 çулта вăл СССР Писательсен союзӗн пайташӗ пулса тăнă. 14 çултах Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине удмуртла куçарнă. Унпа халӗ те усă кураççӗ. Çирӗм ытла кӗнеке авторӗ: «Вутлан», «Сăвăсем», «Çурхи аслати», «Çунатлă çамрăклăх», «Юманлăх çулçă тăкмарӗ», «Живем в гостях» тата ыттисем те. 2023 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче А.Афа­насьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» романӗн пӗрремӗш кӗнеки кун çути курнăччӗ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, кăçал виççӗмӗшӗ пичетленсе тухрӗ. Куравра вӗсем те пурччӗ.

Ырă пуçарусем

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ Геронтий Никифоров   юбилярăн пултарулăхне пысăка хурса хакларӗ.

– Алексей Афанасьев «Пионер сасси» хаçатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленсе пынă. Вăл «Нарспие» кăна мар, Александр Алкан «Шывармань» легендине те, Петр Осиповăн «Айтар» драмине те чăвашларан удмуртла куçарнă. Манăн алăра унăн «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» романӗ. «Юманлăх çулçă тăкмасан арçынна йывăр килет», – тенӗ ваттисем. Арçынсене çеç мар, ачасемпе хӗрарăмсене те, ваттисене те йывăр килнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин çулӗсенче. Виçӗ кӗнекерен тăракан хайлавра çыравçă çакна туллин кăтартса пама пултарнă. Ку роман вăрçă прозин паха тӗслӗхӗсемпе – Мӗтри Кипекӗн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççӗ», Александр Алкан «Хӗçпе çурла», Владимир Садайăн «Аттесемпе пӗрлех кăвакартăмăр», Александр Артемьевăн «Симӗс ылтăн» кăларăмсемпе – пӗр ретре тăрать, – терӗ Геронтий Лукиянович.

Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин таврапӗлӳпе наци литературин пайӗн тӗп библиографӗ Татьяна Захарова электронлă вулавăш çинчен тӗп­лӗнрех ăнлантарса пачӗ. Темиçе çул каяллах библиотека ятарлă грант çӗнсе илсе «Писатели Чувашии – детям» проект хута янă. Сайтри электронлă вулавăшра ачасем те, çитӗннисем те килтен тухмасăрах хăйсене кирлӗ хайлавсене вулама, авторсен биографийӗсене тупма пултараççӗ. Хальлӗхе Алексей Афанасьевăн виçӗ кӗнекине цифрăласа вырнаçтарнă. Ку ӗç малалла пынине асăнчӗ Татьяна Федоровна.

Юратнă ашшӗ, кукаçи

Çыравçăн хӗрӗ Лира Белякова ашшӗне ăшă сăмахсемпе аса илчӗ.

– Атте – питӗ ырă кăмăллă та пултаруллă çынччӗ. Ăçтан йăлт ӗлкӗретчӗ вăл – халӗ те тӗлӗнетӗп. Ирхи виççӗре тăратчӗ те çывăхри вăрмана кăмпана уттаратчӗ. Улттăра таврăнатчӗ те мана вăрататчӗ, хайхи кăмпана тасатмалла. Унтан ăна пӗçерме-ăшалама лартатчӗ. Апат янтăлама та, урай çума та мана анне мар, атте вӗрентнӗ. Тасалăха юрататчӗ, пӗр кӗпепе икӗ кун нихăçан та çӳремен, тумтирне хăйех çăватчӗ. Мандолина, балалайка, фортепиано – тем тӗрлӗ музыка инструменчӗ калама та пӗлетчӗ. Илемлӗ ӳкеретчӗ. Унăн картинисем Потап-Тăмпăрлăри кашни килте тенӗ пекех çакăнса тăраççӗ. Манра вара – ӳкерсе пӗтерейменни çеç, – терӗ Лира Алексеевна йăл кулса.

Унăн кăмăлне хуçакан сăлтав та пур: ашшӗ çӗре кӗрсен унăн ӗç пӳлӗмӗнчен икӗ прозаик вӗçленӗ романăн алçырăвне йăтса тухса кайнă. Икӗ çултан ăна хăйсен ячӗпе уйрăм кӗнекен пичетлесе кăларнă иккен.

Алексей Афанасьевăн гипноз пултарулăхӗ те пулнă-мӗн. Ыйха путнă этеме ачалăхри е çамрăклăхри самантсене аса илме, тӗрлӗ чир-чӗртен сывалма пулăшнă вăл. Унсăр пуçне алă тупанӗ çинчи йӗрсем тăрăх юмăç пăхма та пӗлнӗ. Хироманта пурăнма çăмăлах мар ӗнтӗ. Ара, мӗн пулассине пӗлсе тăни пысăк çӗклем-çке. Лира Алексеевнăн туйӗнче Алексей Андриянович ахальтен мар салху курăннă: хӗрӗ каярахпа ку çынран уйрăласса, урăх çынна качча тухасса ун чухнех чухланă. Вăрттăнлăха мăшăрне кăна систернӗ. Чăн та, çапла пулса тухнă.

Литература каçне Мускавран çыравçăн мăнукӗ те – Ольга Трофимова – килсе çитрӗ. Унăн ачалăхри пӗрремӗш асаилӗвӗ шăпах кукашшӗпе çыхăннă. Виçӗ çулти хӗрпӗрчине Алексей Андриянович чикăль-макăль тума вӗрентнӗ-мӗн.

– Хӗрлӗ кавир, ахăлтатса кулни, хам çакăн пек çаврăнма пултарнинчен тӗлӗнни – халӗ те пӗтӗмпех куç умӗнче. Ку асаилӳ чунăма ăшăтать, йывăр вăхăтра вăй-хăват парать. Кукаçи пирӗн хушăра мар пулин те, вăл çумрине туятăп, – терӗ Ольга Аркадьевна.

Уява «Шанăç» ветерансен халăх хорӗн «Хавхалану» ансамблӗ (ертӳçи – ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Владимир Арланов баянист) тата Ф.Павлов ячӗллӗ Музыка училищин студенчӗсем Алексей Александ­ровпа Анна Сергеева – туйăмлă юррисемпе илемлетрӗç. Çак каç мероприятие пухăннисем Алексей Андрияновичăн сассине те итлеме пултарчӗç, ăна вăл пурăннă чух ятарласа çыртарса илнӗ. Тен, çавăнпах çыравçă пирӗн хушăра пулнăн туйăнчӗ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели чуваши Татартсана