Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Анатолий Музыкантов туссене пуçтарать

Паян, январӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменӗнче Раççей культура ӗçченӗ, паллă балетмейстер, педагог, «Сувар» халăх ташă ансамблӗн йӗркелӳçи Анатолий Музыкантов хăйӗн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Хисеплӗ Анатолий Николаевича юбилей ячӗпе саламлатпăр! Чăваш культури аталанăвӗшӗн паян кунччен ырми-канми тăрăшнăшăн, халăхăмăр культурине чи çӳллӗ шайра кăтартнăшăн, яланах пирӗнпе пулнăшăн тав тăватпăр. Тутарстанри чăвашсен пӗр пысăк мероприяти те Анатолий Николаевич ертсе пыракан ансамбльсӗр иртмест. Малашне те çапла ӗçлесе пыма çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере юратупа килӗшӳ, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, пурнăçра ăнăçу сунатпăр! Çумра ялан юратнă çынсем, шанчăклă туссем пулччăр!

Каласа хăвармалла, январӗн 23-мӗшӗнче Чăваш Ен пуçлăхӗ Олег Николаев Анатолий Музыкантова «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа чыслама йышăннă. Хушăва республикăн влаç органӗсен официаллă порталӗнче пичетленӗ. 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество юбилей чуваши Татартсана