Владимир Будин: «Икӗ хут вăйлăрах илтме, виçӗ хут инçерех курма тăрăшатăн унта»
Штурмовиксен 9-мӗш ротин рядовойӗ, «За отвагу» медале тивӗçнӗ, Монгол позывнойлă Владимир Андреевич Будин 2025 çулта ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайнă. Донецкри Покровск енчи Красноармейск хули патӗнче йывăр аманнăскер, хальхи вăхăтра Павлă хулинчи «Березка» инвалидсен реабилитаци центрӗнче сипленет. Павлă районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн пайташӗ, Потап-Тăмпăрлă ял хутлăхӗн депутачӗ, нумай ача ашшӗ мӗншӗн ятарлă çар операцине кайнине каласа пама килӗшрӗ.
– Владимир, каласа пар-ха кăшт хăв çинчен?
– Ташкентра çуралнă эпӗ, анне çамрăк чухне унта пурăнма кайнă пулнă. Совет Союзӗ вӗт. Трамвай водителӗнче ӗçленӗ вăл. Кукамай чирлесен тăван ялне – Павлă районӗнчи Васькино-Туйраллăна – таврăнма тивнӗ. Эпӗ ун чухне тăваттăра кăна пулнă-ха. Мана тăван мар атте Сергей Ильич Михайлов ӳстернӗ. Хамăн атте, пичче, асатте – Будинсем, вӗсем пурте çар çыннисем, вырăссем. Тав Турра, асатте Владимир Степанович халӗ те сывă-ха, кăçал 90 тултарать, Брянск облаçӗнчен вăл. Кукамай – чăваш, кукаçи – пушкăрт, мăшăрăм – тутар, нумай нациллӗ çемье ман. Анне нумай çул Васькино-Туйраллă Культура çурчӗн заведующийӗнче ӗçлерӗ, хам та унта 16 çул илемлӗх ертӳçинче тăрăшрăм.
– Эп пӗлессе обществăлла ӗçе хастар хутшăнатăн, вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн пайташӗ те.
– Аха, ЧНКЦра тăратăп тата 25-ре чухнех мана Потап-Тăмпăрлă ял хутлăхӗн депутатне суйланăччӗ, икӗ тапхăрта (2025 çулччен) депутат пултăм. 2017 çултан пуçласа çуллен пирӗн ялта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа «Эпир астăватпăр» авточупу иртет. Май уйăхӗн 3-мӗшӗнче пулчӗ кăçал.
– Ятарлă çар операцине хăв ирӗкӗпе кайма мӗн хистерӗ?
– Ятарлă çар операцийӗ хăвăрт пӗтессӗн туйăнатчӗ малтан, вăл вара тăсăлса кайрӗ. Манăн вӗт çемье, аслă ывăлăм Артем 17 тултаратчӗ. Ачасемпе çамрăксене патриотизм воспитанийӗ парассипе çыхăннă зарницăсем, авточупусем йӗркеленӗ эп ялан. Атьсем вăрçăра çапăçнă вăхăтра килте ларма темле аван мар пулса кайрӗ. Хам эпӗ салтакра пулман, çавăнпа СВОна яма Павлăри çар комиссариатне кайсах ыйтрăм. Пӗкӗлмере РФ Оборона министерствипе контракта алă пусрăм. 2025 çулхи май уйăхӗнче Украинăраччӗ ӗнтӗ, 37 тултарнăччӗ эпӗ ун чух.
– Çывăх çыннăрсем мӗнле йышăнчӗç çакна?
– Никам та ярасшăн марччӗ, хытă пăшăрханчӗç. Хуть мӗнле çемьешӗн те хăрушă ку, уява каймастпăр вӗт. Çапах та эпӗ шухăшланине тăвакан çын пулнине лайăх пӗлеççӗ ман вӗсем.
– Патриотизм воспитанийӗпе ӗçлекенскер, фронтра мӗн пулса иртнине сăнасах тăнă-ха ӗнтӗ эсӗ...
– Ял хутлăхӗн депутачӗ пулнăран мана СВОна мобилизаципе кайнă Дима ятлă салтакăн çемйи çумне çирӗплетнӗччӗ. Амăшӗпе Эльвира аппапа клубра пӗрле ӗçлеттӗмӗр, техничкăччӗ вăл унта. Килне кайса çӳреттӗм, Димăпа хăйпе час-часах телефонпа калаçаттăмăр. Çавăнпа контракт маншăн пӗр еннелле кăна билет пулассине те лайăх ăнланаттăм. Апла пулсан та хӗрринче юлма ниепле те пултараймарăм.
– СВО зонине кӗртиччен командирăрсем «лента леш енче» хăвăра мӗнле тытмаллине ăнлантаратчӗç-и?
– Командирсенчен ытлах çар-юлташсем ăнлантарчӗç темелле пуль. Çар заданийӗсенче темиçе хутчен те пулса курнисем дрон тапăнсан, миномет обстрелӗнче мӗн тумаллине, хăвна сăнакансенчен мӗнле пытанмаллине тата ытти нумай япалана ăнлантарчӗç. Мӗншӗн тесен эпир передовойне каякан штурмовиксен подразделенийӗ. ВСУ танкӗсем пиртен 3 километрта, пулемечӗсем 500 метрта тăратчӗç. Ăнлантарни пӗр япала-ха вăл, хăв çинче туйни – урăххи. Çар заданийӗнче хăвна сыхлас инстинкт çав тери вăйлă ӗçлеме тытăнать.
– СВО зонине çитсен пӗрремӗш туйăмсем мӗнлеччӗ?
– Кун пекки пулма пултараймасть тесе шухăшласа илтӗм, унта мӗн курни пуçа тӳрех шăнăçаймарӗ. Вăрçă шăршине унта кашни çӳç пӗрчипе туйса илетӗн.
– Гражданкăри професси пулăшать-и унта?
– О, кам кăна пулман эпӗ. Елабугăри культура училищинче театрализациленӗ массăллă театр постановкисен режиссерӗн специальноçне алла илнӗ, преподаватель. Ялти Культура çуртӗнче ӗçлерӗм, ун хыççăн пурнăçа тӗпрен улăштарса КАМАЗ никӗсӗнчи автокран машинисчӗ пулса тăтăм. Унччен ăна хӗрринчен пăрăнса иртнӗ-ха хам, патне пыма та хăранă. Унтан Анат Камăра техника хăрушсăрлăхӗн инспекторӗнче ӗçлерӗм, Сочире те пурăнса илтӗм, унти аэропортра хăйсем тӗллӗн çӳреймен граждансене пулăшаканӗнче тăрăшрăм. Ку енӗпе опыт пурччӗ-ха ман, клубра ӗçленӗ чух сывлăх енчен çирӗп мар ачасен «Ангелы Благо» театр студийӗпе пӗрле спектакльсене хутшăнаттăм. «Алкоторг» организацин суту-илӳ представителӗ те пултăм. Шăп çакăн пек нумайенлӗх, пурнăç опычӗ ятарлă çар операцийӗнче хăвăрт, икӗ кунрах, хăнăхма пулăшрӗ те.
– Ятарлă çар операцийӗнче салтакшăн чи пӗлтерӗшли мӗн?
– Килте лăпкăлăхпа килӗшӳ пурри пуль. Килте лайăх пулсан, унта чуна лăпкă. Хуйхă, çывăх çыннусене йывăр-тăк салтака çав тери йывăр унта. Тав Турра, килте йăлтах аванччӗ. Мăшăрăм Лейсан аннене пулăшса тăратчӗ. Эпӗ нумай ача ашшӗ, пӗтӗмпе улттăн вӗсем ман (тăваттăшӗ хамăн, тепӗр иккӗшӗ мăшăрăн). Асли халӗ 18-та, кӗçӗнни Злата çулталăк та пилӗк уйăхра. СВОра чухне ачасем çав тери нумай пулăшрӗç. Çыхăнăва тухма май пулсанах вӗсем шăнкăравлани, çырни вăй парса тăчӗ тата аннепе Сергей тете чиркӗве çӳрени.
– Килтисемсӗр пуçне тата мӗн пулăшать унта?
– Эп хам çинчен кăна калатăп, мана Турра ӗненни пулăшрӗ. Халӗ шухăшлатăп та çичӗ хутчен вилӗм умӗнче тăтăм, çунтăмăр та, дрон та тапăнчӗ – йăлт пулчӗ. Передовойне кӗрсен иккӗмӗш кунӗнчех чутах вилмерӗм – Турă шеллерӗ. Пӗррехинче ирхине пӗр тăваттăсемччӗ пуль, дежурство хыççăн пӗр-икӗ сехет те пулсан çывăрас тесе выртрăм кăна – сасартăк иртнӗ пурнăçра хам кам-кам пулнисем пурте куç умӗнчен иртеççӗ-иртеççӗ, юлашкинчен Иисус Христос сăнӗ курăнса кайрӗ. «Турăçăм, эпӗ сана пӗлетӗп, куртăм вӗт», – тетӗп. Çав вăхăтра ман чуна ăшă-ăшă пулса кайрӗ, апла Турăпа пӗрле, вăл мана пăрахмасть тетӗп. Вăрçăра хăрамасăр пулмасть, хăрани сыхăрах пулма хистет, унта икӗ хут вăйлăрах илтме, виçӗ хут инçерех курма тăрăшатăн. Хам эпӗ Турра ӗненекен çын, май пулсан çемьепех чиркӗве кӗрсе сыввисемпе вилнисемшӗн çурта лартма тăрăшатăп.
– Монгол позывноя хăв илтӗн-и е кам та пулсан пачӗ?
– Мана Чингисханпа çыхăннă историлле киносем çав тери килӗшеççӗ. Вăл маншăн личность пек интереслӗ. СВОра чухне пӗррехинче ВСУ блиндажӗнче Чингисханăн биографийӗ çинчен темӗн хулăнăш кӗнеке тупрăм. Шутласа пăхăр-ха, ман позывной Монгол, алăра – Чингисхан биографийӗ. Эп вăл кӗнекене çӗрлехи дежурствăсен вăхăтӗнче вуласа тухрăм. Хам та тӗлӗнтӗм, мӗнле çапла пулма пултарчӗ.
– ВСУсене мӗнле хаклатăн, пирӗнпе Украина салтакӗ кăна çапăçманнине пӗлетпӗр вӗт-ха?
– Пӗр япала кăна калама пултаратăп – пирӗн атьсем вăйлăрах, эпир Турăпа пӗрле, эпир çӗршыв интересӗсене хӳтӗлетпӗр. Шанатăп, пирӗн салтаксен енӗпе тунă ӗçсемшӗн вӗсене Турă курать, ахаль хăвармасть.
– Эсир йывăр аманнă, мӗнлерех пулчӗ ку?
– Пӗлтӗр июлӗн 25-мӗшӗнче, çар заданийӗнче. Вăрман йăрăмӗпе Покровск еннелле пынă чух миномет обстрелне лекрӗмӗр. Мина çинче сирпӗнсе ман сылтăм ал лаппин çуррине виçӗ пӳрнепе пӗрле татса пăрахрӗ. Аманнине хам ăнланмарăм та малтан, алла хам енне çавăрсан кăна çур алă çуккине куртăм, сиксе вӗрекен шывпа сапнă пекех пулса кайрӗ. Атьсем сурана çыхсан кăна ыратнине туйрăм. Эп аманнине командира пӗлтерсенех, вăл эвакуацилеме приказ пачӗ. Манпа пӗрле юлташ пычӗ, вăл кашни 40 минутран жгута çемçетсе çӗнӗрен çыхса пычӗ, 7 километр утсан кӗтсе илчӗç. Хамăрăн 9-мӗш ротăн командирне Шамана çав тери тав тăватăп. Лайăх çын вăл. Хăй патне килсен мана ыталаса илчӗ те: «Тав Турра, Монгол, эсӗ сывă. Мӗн кирлӗ?» – терӗ тӳрех. «Пылак шыв»,– тетӗп кăна. Ӗçме те юрамастчӗ-ха хама, виçӗ уйăх пылак çименччӗ. Кун хыççăн хир госпитальне эвакуацилесе каçхине 9 сехетре пӗрремӗш операци турӗç, малалла 5 госпиталь, 5 операци, 5 наркоз...
– Аманнă хыççăн чи йывăрри мӗн пулчӗ?
– Операци хыççăнхи тапхăр. Ыратнине чаракан препаратсем икӗ сехет кăна пулăшаççӗ. Гипса илнӗ хыççăн аллăма курсан пӗр сехет пуль, вăйлă стресс пулчӗ. «Мӗн тăватăп ӗнтӗ ку алăпа?» – тесе пăшăрхантăм. Кайран хама хам алла илтӗм.
– Психологи пулăшăвӗ параççӗ-и госпитальсенче?
– Паллах. Хирургсене, медицина ӗçченӗсене пурне те çав тери тав тăватăп. Тухтăрсем пурте лайăх-ха, çар тухтăрӗсем вара уйрăм каста. Вӗсем салтака тахçан пӗлнӗ çын вырăнне хураççӗ, кирлӗ сăмахсем тупса лăплантараççӗ. Тата госпитальсенчи хӗрарăм-волонтерсене палăртса хăварас килет. Аманнисене вӗсем ача пекех пăхаççӗ, тав сире, хӗрсем!
– Аманнисене мӗн сӗннӗ пулăттăн?
– Чăн малтан пуçа усмалла мар, тăвансен тӗревӗ çав тери кирлӗ тата. Саратовра госпитальте выртнă чух ман пата анне, тете килсе кайрӗç. Мăшăрăм Лейсан çулталăкри хӗрӗмпе Пӗкӗлмерен Саратова çити 18-шар сехет поездпа çур куна пулсан та килсе кайрӗ.
– СВО зонинчен тухни нумай мар-ха сан, халӗ те вăрçă хăй тыткăнӗнчен ямасть-и?
– Унта курни-тӳсни хуть мӗн чухлӗ реабилитаци иртсен те манăçмасть, таçта чун тӗпӗнче вăл. Çапах та тăвансем пулăшнипе чунпа та, чӗрепе те киле таврăнтăм пуль тетӗп.
– Малашнехи плансем мӗнлерех?
– Апрелӗн 21-мӗшӗнче мана çартан комиссовать тунине шăнкăравласа пӗлтерчӗç, хам вара документсене алла илсен кăна çак хыпара йышăнăп. Çавăнпа çак кунччен малашлăха плансем туманччӗ эпӗ. Турă пулăшсан бизнес йӗркелесе ярăп. СВО салтакӗсен çемйисене пулăшакан ушкăн пухас шухăш пур. Хам СВОра, госпитальсенче чухне ман мăшăра акă алăри ачапа юр тасатма кансӗр пулнă. Капла ятарлă ушкăн пулсан СВОран салтак шăнкăравласа ку е вăл ӗçе туса пама ыйтсан эпир унăн çемйине пулăшнă пулăттăмăр. Ачасене малалла та патриотизм воспитанийӗ парасчӗ тата, СВОна çӗр çинче мир пултăр тесе пуçланине, тӗрӗслӗхе пирӗн ăнлантармалла, интернет мар.
В.Будинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев