Çӗнӗ хыпарсем

Çӳлту районӗнче сăвăм та ӳсет, кӗтӳ те пысăк

Çак эрнере ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн ӗçӗсене туса пыракан Марат Ахметов Çӳлту районӗнчи ӑратлӑ выльăх ӗрчетекен предприяти ӗçӗпе паллашнӑ

 

элита плем предпр

Раççейри пысăк селекципе генетика центрӗсенчен пӗри

«Элита» ӑратлӑ выльăх ӗрчетессипе ӗçлекен предприяти – республикӑра сӗт-çу паракан выльӑх ӗрчетессипе тӗп селекципе генетика центрӗ пулса тăрать. Çур ӗмӗр каяллах çӗршывра ăратлă вӑкӑрсен вăрлăхне илсе реализацилеме пуçланă предприяти. Халӗ вăл Раççейре ку енӗпе пысăк производительсенчен пӗри.

«Элита» ял хуçалăх предприятийӗ 1977 çултанпа ӗçлет. Шăп çавăн чух Хусанти ял хуçалӑхӗнчи выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗлентерекен станциренэлита предприятие высокогор района республика шайӗнчи организаци туса хунӑ.

Хальхи вӑхӑтра кунта 60 яхӑн вӑкӑр. Республикӑри районсемсӗр пуçне вăрлăха Самара, Калининград облаçӗсене, Хабаровск, Краснодар крайӗсене, Марий Эл Республикине ăсатаççӗ. Ют çӗршывсем «Элита» продукцине туянаççӗ. Узбекистан Республикипе уйрăмах тачă çыхăну тытать вăл.

Паян мӑйракаллӑ шултра выльӑха ӗрчетес тата сӑвӑма ӳстерес тӗллевпе пысӑк пахалӑхлӑ вӑрлӑх материалӗ туса илнисӗр пуçне организаци выльӑх апачӗн пахалӑхне спектрлă анализ тума, сӗте селекци тӗрӗслевӗпе сăнама ятарлă лабораторисем уçнă.

2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшне хатӗрленӗ кăтартусемпе районта   4097 пуç ӗне, пушмак пăру пӗтӗлентернӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан – 100 процент. Çӳлту районӗнче искусствӑлла майпа пӗтӗлентерес ӗç 85 процентпа танлашать, харпӑр хушма хуçалӑхсенче – 70 процент ытла.

Производство малашлăхӗ пысăк

Хальхи вӑхӑтра районти хуçалӑхсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 11,5 пин ытла (2025 çултинчен 325 пуç нумайрах), çав шутра сӗт сăвакан ӗнесем – 3,8 пин пуç ытла (пӗлтӗрхинчен 135 пуç хушăннă).

2026 çулхи январь – август уйӑхӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе районти хуçалӑхсенче 22,3 пин тоннӑна яхӑн сӗт суса илнӗ (2025 çулти çак тапхăрпа танлаштарсан 104 процент). Вăтамран илсен пӗр ӗнерен 5787 килограмм (пӗлтӗрхинчен 181 килограмм ытларах) суса илнӗ, 2 пин тонна аш-какай туса илнӗ.

Марат Готович  «Элита» ӗç коллективӗпе калаçнӑ, производство малашлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Предприятире ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсене ӗçе вырнаçтарассине йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра СВО ветеранӗсенчен пӗри кунта автоматизациленӗ газ хуранӗсен операторӗнче вӑй хурать. Çавăн пекех профильлӗ аслă шкулсенчен вӗренсе тухнисемпе, студентсемпе килӗштерсе ӗçлеççӗ. Кăçал Хусан аграри университетӗнчен вӗренсе тухнă çамрăк специалист тăван района таврăнса «Элита» ГПП» акционерлă обществăна ӗçе вырнаçнă.

Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru


Производство

Нет комментариев