Аксиния Максимова: «Салтак амăшӗсем пирки тантăшсем те пӗлччӗр тетӗп»
Тӗп хыпар

Аксиния Максимова: «Салтак амăшӗсем пирки тантăшсем те пӗлччӗр тетӗп»

«Сувар» хаçат пуçарнӑ «Шкул ачисен чӑвашла кинофестивалӗ» конкурса черетлӗ заявка çитрӗ. Аксу районӗнчи Савгачевӑри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Аксиния Максимова конкурса «Аннесем – паттӑрлӑх тӗслӗхӗ» ятлӑ кӗске кинопа хутшӑнать. Маттур та хастар хӗрача пирки вулакансене тӗплӗнрех каласа парас килет.

Татьяна Максимова сăнӳкерчӗкӗ.
Амăшне курса ырă ӗç тума вӗренет.  

Çирӗп кăмăллă çамрăк волонтер

Аксиния Максимова – «Движение Первых» юхӑмӑн пайташӗ, çамрӑк волонтер. 16-ра кăна пулсан та аслисемшӗн те тӗслӗх вӑл. Хӗрачана ырă ӗçсем тума, çынсене пулӑшма амăшӗ Татьяна Владимировна хавхалантарать – вăл ялти волонтерсен «Кто, если не мы?» ушкăнне ертсе пырать.

Аксиния – çирӗп кăмăллă хӗрача, сăмаха çилпе вӗçтерекенни мар. Вăл Патшалăх услугисен порталӗ урлă хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен пек регистрациленнӗ. Хӗрача брелоксемпе çемçе теттесем çыхать, вӗсене сутнă укçапа салтаксене пулăшать.

Кăçал вăл 10750 тенкӗлӗх ось­миножкăсем сутса укçине пӗр пус юлмиччен хӳтӗлевçӗсене­ пулăшма панине районта та пур­те астăваççӗ. Халӗ акă хӗр­­ача­ «Благотворительный сентябрь #МЫВМЕСТЕ» Пӗтӗм Раççейри акци шайӗнче тӗрлӗ мероприятисене хутшăнать. Маларах, августра, районти Кукăркӳлте иртнӗ Сăпаса хутшăнса салтаксене пулăшма 1000 тенкӗ панӑ.

Татьяна Максимова сăнӳкерчӗкӗ.
Аксиния Кукăркӳлте иртнӗ Сăпасра.

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче ра­йонта çӗнӗ объектсем уçăлнӑ. Çав ятпа райцентрта «Кӳршӗ» фестиваль иртнӗ. Аксиния унта та хастар хутшăннӑ. ТР Патша­лăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан, çак кун Аксăва ятарласа килнӗ Марат Ахметов та асăрханӑ Саврăшпуç хӗрачине – алӑ тытсах ăшшăн тав тунӑ.

Хăйне асăрхакансем, тав тă­вакансем пулнипе хавхаланнă хӗрача ку хутӗнче те Аксури «Своих не бросаем» волонтерсен ушкăнӗ урлă салтаксем валли 1000 тенкӗ панӑ.

Салтак амăшӗсен паттăрлăхӗ çинчен кино ӳкересшӗн

Çавӑн пек маттур хӗрача вӑл йышлӑ çемьере çитӗнекен  Аксиния Максимова. Вӑл «Шкул ачисен чӑвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшӑнма «Манӑн герой» темӑна суйланӑ.

– «Аннесем – паттăрлăх тӗс­лӗхӗ» ятлӑ пулӗ эп ӳкерекен документлӑ-публицистикӑлла фильм.  Эпӗ ăнсăртран суйламарăм. Ятарлă çар операцине хутшăннă ентеш-салтаксем çинчен калаçнă чухне эпир вӗсен паттăрлăхне асăнатпăр. Анчах çак паттăрлăхпа юнашар тепӗр паттăрлăх пур – амӑшӗсен паттăрлăхӗ. Эпӗ çав хӗрарăмсене курнă.

Хăрушă хыпара илт­сен вӗсем хуçăлмарӗç. Вӗсем малалла пурăнаççӗ, ывăлӗсен астăвăмне упраççӗ, ыттисене пулăшаççӗ, мăнукӗсене ӳстереççӗ. Вӗсен куçӗсенче – хуйхă, анчах чӗрисенче – питӗ пысăк вăй. Маншăн ку чăн паттăрлăх. Ку тема маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ман ӑрӑвӑн çак хӗрарăмсенчен тăрăшма, Тăван çӗршыва юратма тата йывӑрлӑхсене çӗнтерме  вӗренмелле. Эпӗ вӗсем çинчен çитӗннӗ çынсем кăна мар, ман тантăшсем те пӗлччӗр тесе тӑрӑшатӑп. Салтак астăвăмӗ амӑшӗн чӗринче пурăнать. Пирӗн тӗллев - çак астăвăма сӳнме памалла мар, - терӗ Аксиния кино ӳкерме хӑй мӗншӗн çак темӑна суйласа илни пирки ыйтсан.

Ӑнӑçу сунатпӑр Аксинияна! Вӑл ӳкернӗ фильма кӗçех курма пултарӑпӑр. Хӗрачан хӑйпе паллаштаракан видеороликӗпе «Сувар» хаçатӑн соцсетьсенчи, мессенджерсенчи ушкӑнӗсенче паллашма пулать.

Çамрӑк тусӑмӑрсем! Сиртен те заявкӑсем кӗтетпӗр!

Т. Максимова сӑнӳкерчӗкӗсем.


газета Сувар Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев