Кунтан тӗлӗнмелли çук пулӗ, технологисем халӗ çуллен мар кунсерен çӗнелсе тăраççӗ. Фотоаппарат шутласа кăлариччен ак çынсем хăйсен çывăх çыннисене астуса тăрас тӗллевпе портретсем ӳкерттернӗ. Фотоаппарат сăнӳкерчӗк парнеленӗ этемлӗхе...
МТС веб сервисӗ шутне кӗрекен MWS AI тытăм интереслӗ ыйтăм тунă. Тутарстансемпе ытти регионсенче пурăнакансем хăйсен цифра копине тăвасси çинчен мӗн шутлани пирки.
Кунтан тӗлӗнмелли çук пулӗ, технологисем халӗ çуллен мар кунсерен çӗнелсе тăраççӗ. Фотоаппарат шутласа кăлариччен ак çынсем хăйсен çывăх çыннисене астуса тăрас тӗллевпе портретсем ӳкерттернӗ. Фотоаппарат сăнӳкерчӗк парнеленӗ этемлӗхе. Çывăх, юратнă çын çумра çук пулин те ун сăнӳкерчӗкӗ асăнмалăх юлнă. Кулăшла та, анчах цивилизаци çӗнӗлӗхне ун чух та йышăнманнисем пулнă. Фотоаппарат этем чунне вăрлать тесе хăш-пӗри сăн ӳкерӗнме килӗшмен.
Каярах видеокамерăсем пурнăçа кӗчӗç. Нумай килте вăл упранса юлнă-ха, çӗнӗ йышши смартфонсем тухнă хыççăн та кăларса пăрахман. Тунсăхланă çынна камерăна хускатса пăхма пулать. Халӗ акă ИИ-копи тăвасси патне çитсе тăтăмăр. Паянхи куншăн вырăнлă пек пӗр шутласан.
Атăлçире пурăнакансенчен çурри ытларахăшӗ хăйсен цифра копине тума хатӗр. Вӗсем çакна хăйсем вилнӗ хыççăн тăванӗсем валли юлтăр тесе ăнлантараççӗ. Раççейри пӗтӗмӗшле кăтартупа танлаштарсан Атăлçире хăв пурăннă чухне цифра копине туса хăварас текенсем нумайрах. Ыйтăма хутшăннисенчен ытларах пайӗ ку технологие закон шайӗнче йӗркелемелле тесе палăртнă.
Мӗн-ха вăл цифра копийӗ?
Ку ӗнтӗ ИИ пулăшнипе çыннăн виртуаллă копине туни. Виртуаллă сăнар çыннăн калаçас, хăйне тыткалас манерне, паллах, сăн-сăпатне çӗр проценчӗпех ӳкерсе илет. Çапла çын вилнӗ хыççăн унăн цифра копийӗ тăванӗсемпе, çемйипе хутшăнма пултарать. Копие тунă чух çыннăн çыртарнă сассипе, унăн çырăвӗсемпе (социаллă сетьсенчи сообщенисемпе перепискăсем тесе ăнланмалла), сăнӳкерчӗкӗсемпе, видеосемпе, социаллă сетьсенчи публикацисемпе, документсемпе тата ытти кирлӗ даннăйсемпе усă кураççӗ.

MWS AI кăтартăвӗсемпе килӗшӳллӗн, Атăлçири респондентсенчен 55 проценчӗ пурăннă чухнех хăйсен цифра копине тутарасшăн. 32 проценчӗ çак утăма çывăх тăванӗсемшӗн тума хатӗррине пӗлтернӗ – вилсен пӗччен хăварас мар тесе. Вилнин цифра копийӗпе ыйтăма хутшăннисен 26 проценчӗ тăтăш хутшăнма (калаçма) хатӗр. Тепӗр 20 проценчӗ çывăх çыннине çухатнă хыççăн малтанхи çулталăкра кăна унпа калаçма хатӗр.
Респондентсен 44 проценчӗ çыннăн ИИ-копине тăвассине законпа йӗркелесе тăмалла. 37 проценчӗ ун валли çын хăй пурăннă чухне панă килӗшӗвӗ те çителӗклӗ. Респондентсен 9 проценчӗ вара ИИ-копи тăвассине пач та хирӗç. Ыйтăма хутшăннисен 10 проценчӗ нимле чару та, законпа йӗркелеме те кирлӗ мар теççӗ. Çак икӗ вариант хушшинче суйлакансенчен 51 проценчӗ кăшт вăхăтран çухатăва йышăнса тата ИИ-копине манăçа хăварса малалла пурăнма шутлать, 32 проценчӗ копие сыхласа хăварма хатӗрленет.
ИИ-копие завещанире те хăварасшăн
Паллах, ку услуга тӳлевлӗ пулма пултарать. Хальлӗхе респондентсенчен 27 проценчӗ кăна хăйӗн ИИ-копийӗшӗн укçа кăларса пама хатӗр. Ку вилӗмсӗрлӗх парнелет тесе 8 проценчӗ мӗн чухлӗ пулсан та укçа шеллемессине пӗлтернӗ. Тепӗр 5 проценчӗ унăн ИИ-копийӗ ӗмӗрлӗхе юлтăр тесе ăна упраса тытса тăма завещание çителӗклӗ укçа-тенкӗ кӗртсе хăварма хатӗр. 25 проценчӗ ИИ-копие тăвасси тӳлевсӗр пулсан кăна тума шутлать.
Ку ыйтăма Раççей хулисенче пурăнакансен 1000 ытла çынни хутшăннă. Пӗтӗмлетсе каласан, Атăлçири кăтартусем Раççейрипе пӗрпекрех, хăш-пӗр пунктсенче кăна 2-3 процент чухлӗ уйрăмлăх пур. Калăпăр, хăйсен ИИ-копине пурăннă чух тума шутлакансем Атăлçире 55 процент пулсан, Раççейре 53 процент.
Вăт çакăн пек çӗнӗлӗхсем хальлӗхе. Технологисем паян фантастика повеçӗнчи евӗр. Ыран мӗн пулассине пӗлместӗн те, тепӗр 10 е 100 çултан мӗн пулӗ-ши? Марс çине этем вӗçсе çитетех пуль.
Сăнӳкерчӗк: нейросеть генерацийӗ.
Нет комментариев