Çӗнӗ хыпарсем

Питбайкпа пыракан çамрăк аварие лекнӗ

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче Нурлатри Карл Маркс урамӗнчи 41-мӗш çурт çывăхӗнче «Хонда» автомобильпе питбайк çапăннă. Инкекре çула çитмен икӗ ача суранланнă.

"Новости Нурлата" сайтран илнӗ сăнӳкерчӗк.
"Новости Нурлата" сайтран илнӗ сăнӳкерчӗк. 

Автоинспекторсем пӗлтернӗ тăрăх, иномарка водителӗ сулахаялла пăрăннă чухне питбайка çул паман. Çапăннă вăхăтра икӗ кустăрмаллă транспорт рулӗ умӗнче  15 çулти каччă ларнă, унпа  пӗрле çула çитмен  пассажирка та пулнă. Иккӗшӗ те шлем тăхăннă пулсан та йывăр аварие пула йывăр суранланнă. Ачасене Республикăри ача-пăча клиника больницине илсе кайнă.

Патшалăх Автоинспекцийӗн ӗçченӗсем аса илтереççӗ: питбайк  тетте те, çулсем çине тухмалли хатӗр те мар. Ашшӗ-амăшӗ ачине çакăн пек техника туянса пани,  унăн пурнăçне хăрушлăха кӗртсе ӳкерет.

Çул-йӗр инкекӗ хыççăн административлă тӗпчев ирттереççӗ. Экспертсем авари мӗнле пулса иртнине  палăртӗç, унта хутшăнакансен яваплăхне çывăх вăхăтра тупса палăртӗç.


подростки #БезопасностьНаДорогах питбайки аварии на дорогах

Нет комментариев