Эпир, чăвашсем, тăван чӗлхене упраса хăварассипе нумай калаçатпăр та ӗçне сахал тăватпăр пулӗ...
Иртнӗ вырсарникун, сентябрӗн 13-мӗшӗнче, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче, вăл ТР Халăхсен Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă, Раççей халӑхӗсен 22 тӑван чӗлхипе диктант çырчӗç. Мероприятие Раççей халӑхӗсен чӗлхисен кунне халалланӑ. Йӗркелӳçӗсен шучӗпе, акци тăван чӗлхепе грамматика пӗлӗвне тӗрӗслеме май панисӗр пуçне, çӗршывӑмăрăн культура тӗрлӗлӗхне туйса илме, халăхсен туслăхне çирӗплетме пулăшакан уяв. Акцин «Чӗлхесем çынсене пӗрлештереççӗ!» текен девизӗ шăпах мероприятин анлă тӗллевне уçса парать те.

Сăмах май, диктант çырма хутшăнакансен хăйсен пӗлӗвне пӗр е темиçе чӗлхепе тӗрӗслеме пултарчӗç. Çапла çак кун тутар, вырӑс, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт, мордва, украин, белорус, армян, грузин, азербайджан, узбек, казах, кӑркӑс, таджик, даргин, чечен, авар, лезгин, еврей тата ытти халăхсен чӗлхисемпе диктант çырчӗç. Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсемсӗр пуçне студентсем, хула çыннисем, наципе культура автономийӗсен тата ытти тӗрлӗ организацисен представителӗсем пуçтарăнчӗç.

Тӗрӗслев ӗçӗ хăв пӗлӗвне тӗрӗсленисӗр пуçне тӗрлӗ халăхсен литературипе паллашма май панипе те паха та усăллă пулчӗ. Чăваш чӗлхипе диктант текстне ку хутӗнче Расул Гамзатовăн «Тăван чӗлхе» эссерен илнӗ. Авар халăхӗн паллă çыравçин сăмахӗсем тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗпе хаклăхне питӗ те тӗрӗс, тарăн уçса параççӗ.

Урок вăхăчӗпе килӗшӳллӗн, диктанта çырма 45 минут пачӗç. Калас пулать, текст çăмăллисенчен мар. Çапах та Сильвия Чаркина тăрăшса вӗрентнипе Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмне çӳрекен ачасем аслисемпе танах задачăна пурнăçларӗç. Майпен пулин те кӗскех мар текста çырса пӗтерчӗç.

Диктант текстне паллă чăваш блогерӗ, «Сувар» хаçатăн социаллă сетьсен редакторӗ, «Тутарстан Чăваш пики – 2016» титул хуçи Ксения Романова вуларӗ. Тăван чӗлхесене упрассипе сыхласа хăварассинче ку йышши акцисен пӗлтерӗшӗ пысăк. Хусан хулинчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ кунашкал акцисене пӗрремӗш çул кӑна ирттермест ӗнтӗ. Вӗсен тӗллевӗ – тӑван чӗлхесене сарасси кӑна мар, нацисен хушшинчи килӗшӗве çирӗплетесси, республикӑра тата çӗршывра пурӑнакан мӗнпур халӑхсен культурисемпе йӑли-йӗркисене хисеплесси.

Пӗри кăна кăштах кăмăла хуçать, тӗрӗссипе кăштах кăна та мар, кӗтнӗ пек çынсем пит йышлă пуçтарăнмарӗç унта. Çак сӳрӗклӗх пӗтерет те пире. Эпир тăван чӗлхесене упраса хăварассипе нумай калаçатпăр та ӗçне сахал тăватпăр. Ман шутпа, ку ыйтăва кашни хăй умне лартмалла. Мӗн усăллине турăм эпӗ тăван чăваш чӗлхишӗн? Мӗн турăм ăна аталантарас тӗллевпе? Вӗрентетӗп-и хамăн ачасене? Ыйтусем нумай. Енчен те пӗр ыйтăва та пулин «+» паллăпа хуравларăр пулсан – апла шанăç пур-ха.
И. Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев