Улăхра эрешмен карти нумаййи кӗркунне вăраха тăсăлассине систерет
Çӗнӗ хыпарсем

Улăхра эрешмен карти нумаййи кӗркунне вăраха тăсăлассине систерет

Авăн уйăхӗн 14-мӗшӗ – Сема. Карчăк ăшши пуçланать. Пӗрремӗш кунӗ уяр-тăк, кӗркунне ăшă пулать.

Фото Оксаны Бердниковой.

Авăн уйăхӗн 15-мӗшӗ – Мамонт-Овчарник, Федот тата Руфина. Турра сурăхсем аван ӗрчеччӗр тесе кӗлтумалла. Çак кун сӗт ӗçме, унран тӗрлӗ апат хатӗрлеме юрамасть. Çак кун çуралнă ача аслă ӳсӗме çитсен питӗ телейлӗ пулать. Авăн уйăхӗн 16-мӗшӗ – Василиса. Çак кун çумăр çăвать-тӗк эрнипех йӗпе-сапа пулӗ. Ку кун çуралнă çын мăнкăмăллă, чыса юратать, хăйӗн тӗллевне пурнăçлас тесе вăйне те, вăхăтне те шеллемест. Вăрманта йӗкел нумай пулни хӗл хаяр пулмасса пӗлтерет.

Авăн уйăхӗн 17-мӗшӗ — Лука. Сухан хуппи нумай сийлӗ-тӗк — хӗлле сивӗ пулать. Катрам пӗлӗтсем — кӗçех сивӗтессе. Çак кун укçа кивçен илмеççӗ.  Авăн уйăхӗн 18-мӗшӗ — Елизавета тата Захарий. Ир çинчен пӗлӗтсем хӗрлӗн курăнаççӗ-тӗк — çумăра. Çак кун пултаруллă çынсем, тӗпчевçӗсем çуралаççӗ.

Авăн уйăхӗн 19-мӗшӗ — Михаил. Кун уяр та ăшă — кӗркунне вăраха тăсăлать. Чăрăш çинче йӗкел сахал-тăк — хӗл ăшă та кӗске пулӗ.  Авăн уйăхӗн 20-мӗшӗ — Созонт. Хыр-чăрăшăн йӗкелӗсем аялта йышлă — хӗл хăвăрт ларасса тата сивӗ пуласса. Çак кун çуралнисен сиплес ăсталăх пур, анчах пурте тухтăр профессине суйламаççӗ вӗсем.

 

 

 

 

 

 


народные приметы

Нет комментариев