Кӗске кино ӳкер те чи чăнкă конкурса хутшăн!
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗске кино ӳкер те чи чăнкă конкурса хутшăн!

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса хутшăнас тесен кӗске чăвашла кино (видеоролик) ӳкермелле те редакцие ярса памалла. Вăл 5 минутран кая мар, 15 минутран ытла мар пулмалла. Темăсем пирки хаçатăн 34-мӗш номерӗнче, suvargazeta.ru сайтра тата социаллă сетьсенчи ушкăнсенче тупса вулама пулать. Конкурсăн положенине «Суварăн» ВКри ушкăнӗнче сентябрӗн 4-мӗшӗнче вырнаçтарнă.

Чувашский школьный кинофестиваль  Кӗске кинона (видеоролике) тӗрлӗ жанрпа  – илемлӗ фильм пек те, документли пек те – ӳкерме юрать. ИИ-технологисемпе, нейросетьпе, юрă-кӗвӗпе (автор прависене пăсмасăр) усă курма юрать. 

Конкурс 2026 çулхи сентябрӗн 4-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 30-мӗшӗччен икӗ тап­хăрпа иртет:

  • 1-мӗш тапхăр – сентябрӗн 4-мӗшӗ – октябрӗн 18-мӗшӗ – заявкăсене (хăвăр хутшăнасси çинчен пӗлтерсе тултарнă бланк тата хăвăрпа паллаштаракан кӗске видео) йышăнасси;
  • 2-мӗш тапхăр – октябрӗн 19-мӗшӗ – ноябрӗн 30-мӗшӗ – хатӗр ӗçсене (кӗске фильмсене) йышăнасси.

Конкурса янă ӗçсене ятарлă жюри ноябрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 15-мӗшӗччен хак парса çӗнтерӳçӗсене палăртать. Çӗнтерӳçӗсемпе номинантсене Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне хупас официаллă церемонире пӗлтереççӗ. Вăл январь уйăхӗнче иртет. Хăш кун, ăçта, миçере иртнине хаçатра, соцсетьсенче пӗлтерӗпӗр. 

Конкурса хутшăнас текенсен заявкăсене «Сувар» хаçат редакцийӗн suvar@mail.ru  электронлă почтине е 89179076881 номерпе Макс мессенджер урлă ярса памалла. Редакци ӗçченӗсем заявка яракансем валли Максра ятарлă чат уçаççӗ – унта вара сиксе тухакан ыйтусене сӳтсе явма, фильм ӳкерессинче канаш-сӗнӳ илме, пулăшу ыйтма май пулӗ. Редакци ӗçченӗсем пурне те пулăшма тăрăшӗç.  Конкурса заявкăсем килме пуçларӗç. Ытти регионсенче пурăнакансемшӗн те интереслӗ иккен ку проект. Пурне те хутшăнма чӗнетпӗр!   Редакци.


Чуваши Татарстана Кино газета Сувар Чувашский школьный кинофестиваль

Нет комментариев