Рустам Минниханов тăватă районта уçăлнă футбол манежӗсене хута янă çӗре хутшăннă
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов тăватă районта уçăлнă футбол манежӗсене хута янă çӗре хутшăннă

Ку вăхăта республикӑра 12 пин ытла спорт объекчӗ шутланать. Çӗнӗ йышши манежсем кашни районтах пулччăр тесе йышăннипе планра тепӗр 12 футбол манежӗ хӑпартма палӑртнă.

Паян Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçлӗ çулçӳревпе Тюлячи районӗнче пулчӗ. Кунта вӑл видеоçыхӑнупа харăсах тăрăллă 4 футбол манежне уçнӑ çӗре хутшӑнине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби. Вӗсене Лениногорск, Алексеевски, Çӗпрел тата Тюлячи районӗсенче спорт объекчӗсем тăвассипе республика программипе туса лартнă.

Футбольный манеж.

Тюлячи районӗн пуçлӑхӗ Айрат Фатхуллин çӗнӗ йышши спорт объекчӗсене хута яни республикӑри районсемшӗн чăн-чăн уяв пулнине палӑртнă.

«Манежа кӗске вӑхӑтра пысăк пахалăхпа туса лартрӗç. Кун пек условисем пире лайӑх кӑтартусем тума май парасса шанатăп», – тенӗ район ертӳçи.

Рустам Минниханов Тутарстан спорт аталанăвӗпе Раççейре тивӗçлипе малти вырӑнсене йышӑннине палӑртрӗ. Ку вăхăта  республикӑра 12 пин ытла спорт объекчӗ шутланать. Çӗнӗ йышши манежсем кашни районтах пулччăр тесе йышăннипе планра тепӗр 12 футбол манежӗ хӑпартма палӑртнă.

Открытие футбольного манежа.

ТР Раисӗ нумаях пулмасть Хусанта «Рубин» футбол клубӗн никӗсӗнче футбол аталанӑвӗн центрне, конькипе эрешлесе ярăнассин центрне, регби центрне уçнине аса илчӗ. 2025 çултанпа çакнашкал 25 объект туса лартнӑ. Республика ертӳçин сăмахӗпе, ку футбол аталанӑвне пысӑк тӳпе хывни пулать.

«Футбол – нумай çын кăмăллакан спорт тӗсӗ. Тутарстанра унпа 68 пин çын  аппаланать. Çавсенчен 10 пин ытларахăшӗ профильлӗ спорт секцийӗсене çӳрекен ачасем. Пирӗн тӗллев – паянхи куна тивӗçтерекен  спорт хутлӑхне йӗркелесе тутарстансене физкультурӑпа спорт пурнăçне явăçтарасси. Çӗнӗ манежсене хута ярса эпир сирӗн районсен спорт историйӗсен черетлӗ сыпӑкне пуçлатпăр. Кунта пулас чемпионсем ӳсессе, пире спортри çӗнӗ çӗнтерӳсемпе савӑнтарасса шанатӑп», - тенӗ Рустам Минниханов.

Рустам Минниханов, встреча с юными футболистами.

Кашни манежрах 20х40 метр пысӑкӑш футбол уйӗсем йӗркеленӗ. Унсăр пуçне хывăнса тăхăнма душлă икӗ пӳлӗм, тренерсен, кӗтмелли зона, медицина кабинечӗ тата спортинвентарь упрамалли пӳлӗм янтăланă. Спорт объекчӗсене кирлӗ оборудованипе тата сӗтел-пуканпа тивӗçтернӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, спортпа туслашма мӗнпур условисем туса панă, хăв ан ӳркен кăна.

Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru сайтран. 

 


Раис РТ

Нет комментариев