Пуçланă ӗçсене ку эрнере вӗçлемесен ӳлӗм вӗсем ума пысăк чăрмавсем кăларса тăратӗç, укçа-тенкӗрен те тăкакланма тивӗ. Халь пирӗн авантюрăсене кӗрсе каясран тытăнса тăмалла.
ТАКА Пурнăç хăвачӗ сирӗнте çак кунсенче иксӗлми. Шутланă ӗçсене ăнăçлăн малалла илсе пыма хăвăрпа пӗр шухăшлă çынсем кирлӗ. Спортпа аппаланакансемшӗн, çемьеллисемшӗн эрне лайăх иртет. Карьера тăвакансен ӗмӗчӗ пурнăçланма шанăç пур. ВĂКĂР Пур çӗре те ӗлкӗресшӗн, пур яваплăха хăвăр çине илме хатӗр. Кулленхи ӗçсене ытти чухнехинчен çăмăллăн, хăвăрт тăватăр. Пурнăçри пысăк ыйтусене татса панă чух ялан шăпана шанмалла мар, халӗ телее хăвăр алăпа туптамалли вăхăт.
ЙӖКӖРЕШСЕМ Хăвăра халь питӗ лайăх туятăр, кăмăлăр çӗкленӳллӗ, çынсемпе хутшăннă чух эсир питӗ сапăр. Пурте сирӗн çине хăйне шанакан, илӗртӳллӗ, вăр-вар çын тесе пăхаççӗ. Канма вăхăт тупмалла, теветкеллӗ ӗçсене хутшăнмалла мар. РАК Пуçланă ӗçӗрсене вӗçличчен çӗнӗ проектсене ан тытăнăр. Енчен те пурнăçăрта мӗн пулса иртни пур чухне те килӗшмест-тӗк, хирӗçлӗр. Юратури хутшăнусене аталантарма меллӗ вăхăт мар.
АРĂСЛАН Сирӗнте вăй-хăват фонтан пек тапса тăрать. Халь эсир илӗртӳллӗ, идейăсемпе пуян, çӗнӗ проектсене пуçăнма çакăнтан лайăх вăхăт шырамалла та мар. Сывлăхăра тимлӗр, хăвăра япăхрах туйсанах врач патне кайăр. ХӖР Çак кунсенче пурнăçа туллин туйса йышăнатăр. Халиччен те курнă япаласенче çак эрнере килӗшӳлӗх, телей палли асăрхатăр. Хуларан таçта аякка кайса кулленхи шăв-шавран канас килӗ сирӗн.
ТАРАСА Хăвăр хирӗçекен çынсемпе лару-тăрăва ан çивӗчлетӗр. Хăюллăрах пулăр, туйăмăрсене ирӗке ан ярăр. Ку эрнере эрех-сăра ӗçмесен, сиенлӗ апат çимесен сывăрах пулатăр. СКОРПИОН Карьера пусмин чи çӳллӗ картлашкисенчен пӗринче тăратăр. Эсир тахçанах коллективра яваплă, пулăхлă ӗçчен ятне илнӗ, анчах кунпах лăпланса лармалла мар. Кӗçех профессире тата çӳлерех ӳсессе систереççӗ çăлтăрсем.
УХĂÇĂ Спортпа аппаланса канни сирӗн çине ырă витӗм кӳрет. Тапхăр-тапхăр эсир ытлашши шанатăр çынсене, пит ырă. Çавăнпах çынсемпе хутшăнусем йӗркелеме кăткăс – хăшӗсем сӗмсӗрленсе усă курма пуçлаççӗ. ТУ КАЧАКИ Пурнăçăн хуть хăш енне пăхсан та ку эрнере йăлт йӗркеллӗ, хăвăр шутланă пек тӗрӗс, килӗшӳллӗ аталанать. Пӗчченнисем çак кунсенче шăпа пӳрнӗ çыннипе тӗл пулсан хăйсене чăннипех телейлӗ çын тесе шутлама пултараççӗ.
ШЫВТĂКАН Çак эрнере ӗçӗр-хӗлӗр савăнтарать, эсир хăвăрпа кăмăллă. Ӗçтешӗрсем шутланисене пурнăçлама пулăшаççӗ, эсир те вӗсен умӗнче парăмра ан юлăр. Юратура та асăнмалли самантсем нумай пулӗç, юратнă çыннăр ырă хыпарсемпе савăнтарӗ. ПУЛĂСЕМ Пурнăçра час-час улшăнусем пулни сире кирлех, халь, тӗслӗхрен, сирӗн хăвăр таврашра çук кăсăк çынсемпе хутшăнас килет. Халиччен пулман туйăмсем шыраса пӗр-пӗр авантюрăна явăçса каяс хăрушлăх пур. Халь сирӗн чунра канлӗх пулмалла.
Нет комментариев