Чăвашла кино? Мӗн вăл? Ачасен, аслисен хушшинче хальччен вун-вун конкурс ирттернӗ суварçăсемшӗн хамăршăн та çӗнӗлӗх-ха ку. Апла пулсан та иккӗленместпӗр – интереслӗ пулать, мӗншӗн тесен пирӗн атьсем маттур та пултаруллă, интернет, информаци технологийӗсем, искусствăлла интеллект мӗн иккенне вӗсем пӗлсе ӳсеççӗ.
«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» конкурса пӗрремӗш заявка çитрӗ те. Вăл – Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчи Г.Т.Семенов ячӗллӗ вăтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Виктория Храмова. Пике хăйпе паллаштаракан видеона «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» страницинче пăхма пулать.
«Пурнăçра яланах аслăрах çынсен ырă тӗслӗхне мала хуратăп, çавăнпа конкурсра «Манăн герой» темăна суйласа илтӗм», – тет вăл видеора.
Викторийăпа хăйӗнпе те çыхăнма май пулчӗ.
«Ку тема мана килӗшет, эпӗ ăна хамăр ялти çын çинчен ӳкересшӗн. Çынни кам иккенне хальлӗхе каламастăп – вăрттăнлăх. Сценарине хамăн вӗрентекенпе (Наталия Ильинична Тарасовăпа (чăваш чӗлхипе литература учителӗ) пӗрле шухăшласа çыратпăр», – мӗншӗн çак номинацие суйланине ăнлантарчӗ конкурсантка.
Виктория каланă тăрăх, ӳкерӳ ушкăнӗ унăн хатӗр, класри тантăшӗсемпе пӗрле вӗсем ӗçе çитес канмалли кунсенчех пуçласшăн. Кинона ăçта, мӗнле ӳкерессин, вăл мӗнле жанрпа пулассин вăрттăнлăхне те уçмарӗ пике. Мӗн тесен те конкурс вӗт. Кадрта тӗп герой, тен, хăй те пуласса шанаççӗ вӗсем. Çавăнпа хулаçырмисен киновне халех чăтăмсăр кӗтетпӗр. Викторийăна вара хутшăннăшăн тав туса ăнăçу сунатпăр!
Çамрăк туссем, чăваш ачисем! Эсир чăвашла кино ӳкерме хатӗр-и? Васкăр, çӗнтерӳçе 10 пин тенкӗ кӗтет. (В.Храмова архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Нет комментариев