Çӗпрел районӗнче тӗпрен юсанă хыççăн чаплă лару-тăрура таврапӗлӳçӗсен музейне уçрӗç

Юсава «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклăхӗсем тата культура инфраструктури» федераллă проект витӗмӗпе ирттернӗ.
Экспозици Çӗпрел районӗн историне 1931 çултанпа (район чăмăртаннăранпа) каласа кăтартать. Куравра Граждан вăрçипе, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă документсем, районтан тухнă паллă çынсем çинчен, тутар, чăваш наци тумӗсем, йăли-йӗркине тыса пынă чух усă куракан япаласем.
Музее 1970 çулта таврапӗлӳçӗсен кӗтесӗ пек уçнă, 2013 çултанпа «Агробанк» тăнă çуртăн пӗрремӗш хутне йышăнать. Музейӗн тӗп фондӗнче – 2 030, наукăпа пулăшу фондӗнче 1 363 экспонат.
Музей коллекцийӗнче Заки Нури тата Шараф Мударрис поэт-фронтовиксен, Тутарстан халăх артисчӗсен Габдулла Рахимкуловпа Хидият Султановăн Раççей тата Тутарстан халăх артисчӗн Рината Тазетдиновăн, основоположника чăваш драматургине никӗсленӗ Николай Ефремов, Анатолий Чебанов драматург, Валентина Тарават поэтесса тата ыттисем кулленхи пурнăçра усă курнă япаласене курма пулать.
Сăнӳкерчӗксем mincult.tatarstan.ru
Нет комментариев