Виноград ӳстерме юратакансемпе профессионалсен çак кунсенче Камское Устьере иртнӗ куравӗнче Тутарстан, Ульяновск облаçӗ, Мордови, Самара облаçӗн пахчаçисем чи лайăх виноград сорчӗсене кăтартнă.
Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Чăнлă пахчаçин Илдус Валиулловăн винограчӗсем тӳрех темиçе награда çӗнсе илнине пӗлтерет Çӗпрел райцон хаçачӗн сайчӗ. Хăй пахчинче ӳстернӗ «Маршалл форш» сорчӗ (25 кг) «Техника сорчӗсенчен чи пылак çырла» номинацире – I вырăн; «Сомерсет сидлис» сорчӗ (23 кг) «Вăрăсăр чи пылак çырла» номинацире II вырăн çӗнсе илнӗ.
Аса илтеретпӗр, Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Илдус Валиуллов – пысăк опытлă, технологие лайăх пӗлекен пахчаçă. Унăн пахчинче виноградăн терлӗ сорчӗсӗр пуçне тата персик та, арбуз та ӳсет. (Сăнӳкерчӗк chuprale-online.ru сайтран).
Нет комментариев