«Теччӗ шевлисем» фестиваль иртрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

«Теччӗ шевлисем» фестиваль иртрӗ

Йӗпе-сапа çанталăка пула Теччӗ районӗнче вырма тăсăлса кайнипе маларах сентябрӗн 12-мӗшне палăртнă йăлари «Чӳклеме» регионсен хушшинчи фестивале тепӗр çула хăварма тивнӗ.

Ун вырăнне сентябрӗн 8-мӗшӗнче Теччӗ хулинчи Культура çуртӗнче чăваш культурин «Теччӗ шевлисем» фестивалӗ ирттернине пӗлтерчӗ вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Володар Аркадьевич Тимофеев. Тӗрӗссипе, «Чӳклемен» концепцине «Теччӗ шевлисенче» те сыхласа хăварнă-ха йӗркелӳçӗсем. Çӗнӗ тухăçран вӗретнӗ йăлари сăра фестивальне (теччӗсем сăрана асатте-асаннесенчен юлнă рецептпа вӗретеççӗ), кашни чăваш ялӗ хăйӗн куравне йӗркеленӗ. Кунтах мастер-классем ирттернӗ. Çавăнпа фестиваль сцена çинче мар, фойеренех пуçланнă темелле пуль кун пек чух.

Выступление фольклорного ансамбля

 Мероприяти район шайӗнче кăна пулнăран урăх регионсемпе районсенчен хăнасене чӗнмен хальхинче.Аса илтеретпӗр, Теччӗ Культура çурчӗпе вырăнти ЧНКАн пӗрлехи çак мероприятине Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче çӗнсе илнӗ грантпа ирттернӗ. Çӗнӗлӗх те пур: кашни номере хальхинче сцена хыçӗнчи пысăк экран (ăна шăпах грант укçипе туяннă) çинче видеосем кăтартса илем кӗртнӗ.

Выступление танцевального коллектива

«Теччӗ шевлисем» – теччӗ чăвашӗсен тепӗр хитре мероприяйӗ. Чăваш юрă-кӗввипе ташшине кăмăллакансене пӗр сцена çине пухнипе юратаççӗ ăна ку тăрăхра. Хальхинче те районти кашни чăваш ялӗ, шкулӗ, фольклор ансамблӗсем хутшăннă унта. «Нумай ача хутшăнни савăнтарчӗ. Вӗсем ташларӗç, пӗрле те, уйрăмшар та юрларӗç», – пӗлтерчӗ кун пирки Володар Аркадьевич.

Фестивале хутшăнакансене яланхи пекех Дипломсем, вырăнти ЧНКА вара сертификатсем (ансамбльсене – 2500, уйрăм юрлакансене – 1500, сăра вӗретекенсене 1000 тенкӗ) парса чысланă. (Н.Фролагина сăнӳкерчӗкӗсем).

 


#общество

Нет комментариев