Чăваш Енре çуралса ӳснӗ Раççей Геройӗ Николай Федорович Гаврилов çар заданийĕсене пурнăçласа пурӗ виçĕ пин ытла вĕçев тунă. Çар летчикӗ пулнăскер нумай теветкеллӗ те хăрушă лару-тăруран тухма пултарнă вăл. Владимир Путин Премьер-министр тивӗçӗсене пурнăçланă вăхăтра вăл пӗрре мар унпа вӗçевсене тухнă.
2001 çулхи сентябрь уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче çĕрле Кабул хулине террористсем ракетăпа пенĕ чухне Николай Гаврилов полковник ертсе пыракан экипаж вертолетпа тунă вĕçев – унăн чи пысăк паттăрлăхӗ. Николай Федорович Афганистанри террористсен инфраструктурине тĕп тăвассипе пуçарнă вăрттăн операцие ертсе пынă. Çак пулăм Америкăри террорла ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн тепĕр темиçе сехетрен пулса иртнĕ. Ракетăсем вырнаçтарнă вертолетсем боеприпассем тата горючи упранакан складсене тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă. Çавăн пекех тĕрлĕ çĕршывсенчи боевиксен пысăк пуçлăхĕсем канашлăва пухăннă çурта тĕп тунă.
Çак пулăмпа çыхăннă ĕçсене чылай çул хушши вăрттăнлăхра тытнă, 20 çул иртсен тин информацие уçăмлатнă. Асăнннă паттăрла ĕçшĕн 2002 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе Николай Федорович Гаврилова Раççей Геройĕ ята панă.
Каласа хăвармалла, Раççей геройӗ, генерал-лейтенант, летчик-испытатель, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Федорович Гаврилов паян, сентябрӗн 14-мӗшӗнче 68 çул тултарчӗ. Николай Федоровича çуралнă кун ячӗпе саламлатпăр, Тутарстанри пӗтӗм чăваш ятӗнчен çирӗп сывлăх, çемьере килӗшӳпе юрату, вăрăм ӗмӗр сунатпăр! хи кун Николай Гаврилов Раççейри чăвашсен наципе культура автономине ертсе пырать.
Пӗлтӗр апрелӗн уйăхӗнче Шупашкарти Пичет çуртӗнче Раççей Геройӗпе Николай Гавриловпа тӗлпулу иртнӗ.
Сăнӳкерчӗк «ФНКАЧР Чувашский мир» телеграм-каналтан.
Нет комментариев