Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл умӗн йывăçсене шуратмалла

Кӗркунне пахчари йывăçсене шуратни вӗсен хуппине температура улшăннинчен, хӗвел пӗçертесрен сыхласа хăварма пулăшать. Кун пирки «РИА Новости» агентствăна биолог Мария Комбарова пӗлтернӗ.

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ.
Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ. 

Специалист палăртнă тăрăх, йывăçсемшӗн уйрăмах çуркунне пуçланнă тапхăр хăрушă. Йывăç хуппи кăнтăрла хӗвел çинче вăйлă ăшăннипе, çӗрле вара температура чакнипе  çурăлма, хăйпăнма пултарать. Йывăçа шуратни çак улшăнусене чăтса ирттерме, йывăç сывлăхне упраса хăварма пулăшать. Уйрăмах çамрăк улмуççисемшӗн, грушăсемшӗн, сливăсемшӗн тата фундук йывăççисемшӗн пӗлтерӗшлӗ çакна туни.

Хутăша çыпăçуллăрах туни  шуратнин пахалăхне ытларах упраса хăварма пулăшнине те каласа хăварнă биолог. Кун валли хутăша сӗт, супăнь, тăм, йӗтӗн çăвӗ е çăнăх хушмалла. Çак компонентсем шӗвеке хуппипе лайăхрах çыпăçма, ăна çумăрпа юрпа çуса ярасран сыхласа хăварма пулăшаççӗ.

Специалистсем йывăçсене шуратма типӗ çанталăкра, сивӗсем пуçланиччен сӗнеççӗ. Çак процедурăна вăхăтра пурнăçласан хӳтӗлев сийӗ типме, хуппи çине çирӗпленме ӗлкӗрӗ. Ку  йывăçа  хӗл тăршшӗпех тата хăрушă çурхи тапхăрта шанчăклă хӳтӗлет.


садоводство советы садоводов

Нет комментариев