Чӑваш Шупашкарӗнче пӗрремӗш хут «Ял кубокӗ» футбол турнирӗ иртрӗ
Тӗп хыпар

Чӑваш Шупашкарӗнче пӗрремӗш хут «Ял кубокӗ» футбол турнирӗ иртрӗ

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Шупашкарӗнче пӗрремӗш хут «Ял кубокӗ» иртрӗ. Ăна ТР ЧНКА пулӑшнипе, Çӗнӗ Шуçăм районӗн Ӗçтӑвкомӗн çамрӑксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрӑмӗ тӗрев панипе «Ял хутлӑхӗсен футбол лиги» автономилле коммерцилле мар организаци ирттерчӗ.

Ӗнтӗ виçӗ çул ытла Хусанти «Рубин» футбол клубӗн вӑййисене пӑхма çӳретпӗр юлташсемпе. Вӑл Мускав командисемпе вылянӑ чухне стоянкӑра хӑш чух машина лартма вырӑн çук, ют регионсенчен килнисем нумай, пуринчен те ытларах Чӑваш Республикин 21 номерӗллисем. Тӗлӗнтеретчӗ мана çакӑ: чӑвашсем çав таранччен футбол юратаççӗ пулсан мӗншӗн хӑйсем патӗнче аслӑ лигӑра вылякан пӗрер команда йӗркелесе ямаççӗ? 

Открытие турнира

Спорт ялӗ

Чӑваш Шупашкарӗнче ирхине çиллӗрехчӗ, çакӑ çитес вӑйӑсене интрига хушать, мӗншӗн тесен камӑн-тӑр çиле хирӗç вылямалла, камӑн-тӑр çиле май.

Çӗнӗ Шуçӑм тӑрӑхӗнчи пӗртен-пӗр чӑваш ялӗ кӑна мар Чӑваш Шупашкарӗ, районти ял хутлӑхӗсенче  футбол йӑлисене упраканни те вӑл кӑна пулмалла. Кунта ӗнтӗ УВМ Кубокне 10 çул ирттереççӗ.

УВМ вӑл вырӑнти шкулта физкультура вӗрентекенӗ пулса ӗçленӗ Удиряков Владимир Михайлович. Пурӑннӑ чухне çак çын тӑван ялӗнче спорт аталантӑр тесе чунне панӑ: футболпа кӑна мар, сӗтел çи тенниспа та вӑйлӑччӗ Чӑваш Шупашкарӗ. Турнир учителе асӑнса иртет. 

Хамӑрла

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Шупашкарӗнче пӗрремӗш хут «Ял кубокӗ» иртрӗ. Ăна ТР ЧНКА пулӑшнипе, Çӗнӗ Шуçăм районӗн Ӗçтӑвкомӗн çамрӑксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрӑмӗ тӗрев панипе «Ял хутлӑхӗсен футбол лиги» автономилле коммерцилле мар организаци ирттерчӗ. 

Футбольные команды

Пӗрремӗш турнира зонӑсенчи ӑмӑртусенче çӗнтернӗ командăсем хутшӑнчӗç: Саба районӗнчи «Икшурма», Аксу районӗнчи «Савгачево»  тата Кӑйкӑр», Çӗнӗ Шуçӑм районӗнчи «Малти», Нурлат районӗнчи «Якурккел», Пӑва районӗнчи «Шемек». Эпӗ хăш-пӗр команда ячӗсене кунта юриех чӑвашла çыртӑм (тӗрӗссипе вӗсем «Сокол», «Лидер», «Егоркино»), мӗншӗн тесен турнирти ултӑ командӑран пиллӗкӗшӗ чӑваш ялӗсенченччӗ. Шел пулин те Çӗпрел районӗнчи уписем хутшӑнаймарӗç, тӗрӗссипе каласан, хамӑрӑн турнира.

Тӑхӑръялсем

Пӑва районӗнчи Шемекре майӑн 1-мӗшӗнче «Тӑхӑръял Кубокӗшӗн»  çулсерен футбол выляни çинчен пӗрре мар çырса кӑтартнӑ. Сӑмах май, районти майӑн 9-мӗшӗ тӗлне иртекен турнира та темшӗн ытларах чӑваш ялӗсем хутшӑнаççӗ. Çак ял команди Чӑваш Шупашкарне килсе курас тесе икӗ кунлӑх тур йӗркеленӗ. Шӑматкун вӗсем Аслӑ Пӑлхар музейӗсене курса çаврӑннӑ, унтан Пӳлерти Валем хуçа çӑлне килсе курнӑ. Чистайра çӗр каçнӑ те ирех Чӑваш Шупашкарне çул тытнӑ. Интереслӗ вӗт çамрӑксене Атӑлпа Кама леш енчи чӑвашсемпе выляса пӑхма!

Футбольный турнир. Чувашская Чебоксарка

Йӗркелӳ

Чӑваш Шупашкарне илсе çитерекен çулсене хальлӗхе лайӑх теме çук, çапах та пурте турнира вӑхӑтлӑ çитрӗç. Куçа курӑнакан çитменлӗхсенчен çакна кӑна палӑртса хӑвармалла-тӑр. Кунта ӗçчен, хӑйне юратакан, тавралӑха хисеплекен авалхи халӑх пурӑнать. Урамсене питӗ тирпейлӗ тытса тӑраççӗ, хӑй тӗллӗн ӗç йӗркелесе янӑ çынсем нумай, çав шутра выльӑх-чӗрлӗх усракан фермерсем те. Фронта тӑтӑшах пулӑшу паракан Ильдуловсем çинчен эпир вулакансене пӗлтерсех тӑратпӑр. Тата çак ялта тӑрӑшуллӑ Евгений Тихонов пурӑнать. Шӑпах вӑл ял ачисене спорта явӑçтарса футбол турнирӗсем ирттерес çӑмӑл мар ӗçе хӑй çине илнӗ те. 

Пирӗн тӗллеве мала хуракан çамрӑксем кирек мӗнле условисенче те выляма хатӗр, ӑмӑрту чӑваш ялӗнче иртет пулсан, аплах тиркесе тӑмаççӗ. Турнир вӗçленсен ман пата Саба районӗнчи командӑн капитанӗ пырса спорт уявне питӗ лайӑх шайра йӗркеленӗшӗн тав турӗ. Пирӗн пӗрлехи ӗçе кӳршӗ халӑхсем те пысӑка хурса хаклани - лайӑх кӑтарту. Мухтав сӑмахӗсене, паллах, Евгений Иванович ячӗпе те  калас килет. Вӗри апат, шашлык хатӗрленӗ, медицина пулӑшӑвӗ те çумра, тӗп судья та райцентртан. Тусан – пулать.

Пулать вӗт

Сентябрӗн 13-мӗшӗнче Анат Камӑна тӑшман беспилотниксемпе атакӑлани çинчен пӗлетпӗр. Шӑп çавсенчен пӗрин ванчӑкӗсем тӑван ялне çул тытнӑ Чӑваш Шупашкарӗн каччин машинине пырса лекнӗ те çамрӑка суранлатнӑ. Футбол вӑййине хутшӑнас вырӑнне операци сӗтелӗ çине выртма тивнӗ «Лидер» нападающийӗн. Эпир ӑна часрах сывалса вӑй илме сунатпӑр.

Хавхалантару

Турнир вӑхӑтлӑ уçӑлчӗ. Шупашкар ял хутлӑхӗн пуçлӑхӗпе Марина Гурьяновапа, Евгений Тихоновпа пӗрле спортсменсене хавхалантарса ӑнӑçу сунтӑмӑр. Мала тухакан командӑна 30 пин тенкӗ преми парӑнать, иккӗмӗшне 20, виççӗмӗшне -10.

Футбольный турнир на «Кубок села». Чувашская Чебоксарка

Вӑйăран вӑкӑр

Командӑсен шайӗсем пӗрешкел пулни пӗрремӗш вӑйӑсенченех сисӗнчӗ. Голсен шучӗ иккӗрен иртмест. Тен, çакӑн çине таймсен вӑхӑчӗ те витӗм кӳрет-тӗр - 15 минутшар кӑна. Тепӗр тесен, кашни периода 45 минут вылясан çӗрлеччен пӳске хӑваламалла пулать. Турнир Положенийӗ çапла-тӑк, йӗркене пӑхӑнмаллах. 

Тӗрткелешӳ те пулать футболра, ураран лектерни те, çапах çӗнтерӳ патне ӑнтăлакан хӗрӳ каччӑсем ытларах чухне пӗр-пӗрне хисеплесе вылярӗç. 

Тутарстанӑн пӗр кӗтесӗнчи «Шемек» республикӑн тепӗр кӗтесӗнчи «Егоркино» командипе вылянине курма интереслӗччӗ. Матч 1:1 шутпа вӗçленчӗ, унӑн шӑпине хушма тайм та татса параймарӗ. Кам çӗнтерессине пенальти тапса çеç палӑртрӗç. Лотерея. Кунта якурккелсене ӑнчӗ. Вӗсен вратарӗ 46 çулти Александр Михеев 3 сейв туса «Ял турнирӗн» чи лайӑх голкиперӗ пулса тӑчӗ.

Ăнӑçу

Финал вӑййисене курма ял халӑхӗ те пуçтарӑна пуçларӗ. Чӑваш Шупашкарӗн команди кӑçал виççӗмӗш вырӑна кӑна тухайрӗ. Малти икӗ вырӑншӑн хӑнасем кӗрешрӗç: Саба районӗнчи «Икшурма» тата Нурлат районӗнчи «Егоркино». Матчра мӗн чухлӗ  хӗрӳ самант пулчӗ, анчах та видео ӳкерме телефонӑн аккумуляторӗ ларнӑччӗ ӗнтӗ. Çумӑр та ислетрӗ площадкӑри çамрӑксене, çил те типӗтрӗ, анчах пурпӗр çӗнтерӳ патне ӑнтӑлчӗç вӗсем. Пӗр пек шутпа вӗçленчӗ ку вӑйӑ та. Пенальти. 

Футбольный турнир на «Кубок села». Чувашская Чебоксарка

«Икшурмасен» голкиперӗ те опытлӑ, çулӗсем пур, пӗрре мар хӳтӗленӗ вӑл тӑван командин хапхине. Анчах кунхинче те ӑнӑçу Александр Михеев енче пулчӗ, якурккелсем пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗç турнирта.

Пӗтӗмлетӳ

Малтан кашни команда тренерне ТР Халӑхсен ассамблейинчен ялти спорта аталантарнӑшӑн Тав çырӑвӗсем парса чысларӑмӑр, унтан 4,5,6 вырӑн йышӑннӑ командӑсемпе чи ӑста вылякансене Грамота    парса палӑртрӑмӑр. 

Футбольный турнир на «Кубок села». Финал. Чувашская Чебоксарка

3-мӗш вырӑна тухнӑ чӑвашшупашкарсене ентешӗсем темӗнччен алӑ çупса саламларӗç. Иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ икшурмасем те кӑмӑллӑ юлчӗç турнирпа. Мала тухнӑ якурккелсем вара Кубока çӳле çӗклесех сикрӗç. Кӑмӑллӑ вӗçленчӗ турнир. Вырӑнти культура çуртӗнче, шкул столовӑйӗнче, фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗçлекенсене пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. 

Константин МАЛЫШЕВ,

ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ.  

 Сӑнӳкерчӗксем: К. Малышев, Чăваш Шупашкарӗн Культура çурчӗн ВКри страницинчен, https://novoshishminsk.ru хаçатран. 

 

 


Нет комментариев