Чăваш литературин классикӗн Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине бурят чӗлхи учителӗ Соелма Самбуева куçарнă. Ку поэмăн шучӗпе 21-мӗш куçарăвӗ.
Нумаях пулмасть Бурят Республикинчи наци библиотекинче кӗнеке хăтлавӗ иртнӗ. Мероприятие литература критикӗ, çыравçă, общество деятелӗ Атнер Хузанкай, унăн мăшăрӗ Гажидма тата поэт Светлана Гордеева хутшăннă.
Чăвашсен Буряти Республикинчи ентешлӗхӗн представителӗ, çыравçă тата таврапӗлӳçӗ Надежда Колесникова мероприятие уçнă май чăваш поэмине бурят чӗлхипе презентацилени Раççей Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа хăварнă. Атнер Петрович «Нарспи» поэмăна автор 17 çулта çырнине, ун пек сюжет тӗнче литературинче анлă сарăлнă пулин те хайлав нумай режиссера, композиторсене, художниксене, ытти пултарулăх профессийӗсен представителӗсене хавхалантарнине палăртнă.
Атнер Петровичăн мăшăрӗ – Гажыдма Дамбаевна Цыбенова тӗрлӗ çулсенче поэмăна куçарма Бурятири хăш-пӗр ятлă сăвăçсене сӗннине, анчах ăна никам та куçарма тытăнманнине каласа хăварнă.
Кӗнекери ӳкерчӗксен авторӗ – Светлана Гордеева. Библиотекăн литературăпа музыка хăна пӳлӗмӗнче унăн «Нарспи» поэма валли çырнă графика ӗçӗсен куравне йӗркеленӗ.
Соелма Дашинимаевна тӗлпулăва хутшăннисене пурне те тав тунă. Поэма куçарас эс çăмăллăн пынине, хайлав ăна тӳрех килӗшнине, чуна пырса тивнине палăртнă вăл.
Хăтлава килнӗ хăнасем «Нарспи» поэмăна çак каç вырăсла, бурятла тата чăвашла итлеме пултарнă.
Нет комментариев