Халӑхсен пултарулӑх çурчӗн «Забава» халӑх фольклор ансамблӗ Китайпа Раççей туслӑхӗн çулталӑкӗ шайӗнче Бэйдайхэ хулинче иртнӗ III «Искусствӑсен асамат кӗперӗ» Тӗнчери культурăпа искусство конкурс-фестивалӗнче тӑватӑ Гран-при тивӗçнӗ

Жюри коллектива хутшӑнакансен пултарулӑхне, халӑх культурин йӑли-йӗркисене упраса хӑварнине тата ертӳçӗн Ирина Валентиновна Матвеевӑн професси шайӗ пысăк пулнине палăртнă.
«Забава» 1994 çулта йӗркеленнӗ. Пӗрремӗш кунранах вăл хулара, районта, республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăннă. Оыт пухнă май раççей шайӗнчи конкурссемпе фестивальсенчен те наградăсемпе таврăннă. Коллектива пӗрремӗш кунранах Ирина Матвева йӗркелесе, хавхалантарса пырать.
Куллен репетицисем, концертсем ирттернӗ вăхăтрах халăх йăли-йӗркисене тӗпчессипе те пысăк ӗçсем тăвать «Забава». Вырăс наци культурине, казаксен юрри-ташшине халăха сарассипе те «Забава», «Забавушка» пуринчен маттур. 32 çул хушшинче коллектив Анат Кама, Тутарстан чысне Новосибирскра, Мускавра, Екатеринбургра, Сочире, Санкт-Петербургра, Калининградра, Амстердамра (Нидерланды) хӳтӗленӗ.
Сăнӳкерчӗк https://max.ru/mincultrt
Нет комментариев