Куçма Турханăн «Сӗве Атăла юхса кӗрет» романне белорусла куçараççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Куçма Турханăн «Сӗве Атăла юхса кӗрет» романне белорусла куçараççӗ

Белоруссен паллă прозаикӗ Михась СЛИВА Куçма Турханăн «Сӗве Атăла юхса кӗрет» историлле романне белорусла куçарма тытăннă.

Кун çинчен Чăваш халăх поэчӗ Валерий Туркай пӗлтернӗ. Поэт сăмахӗсемпе, Михась СЛИВА романăн пирвайхи 10 страницине куçарса вуламашкăн ăна ярса панă та ӗнтӗ. «Историлле романа белорусла кăларни чăваш халăхӗн черетлӗ триумфӗ пулса Раççейпе Беларуççин туслă çыхăнăвне алататарать»,– тет Валерий Туркай. Аса илтеретпӗр, Кузьма Турхан «Сӗве Атăла юхса кӗрет» произведенире Чӑваш Ен вырӑс патшалӑхӗпе пӗрлешнине ҫутатса панӑ. Унта тӑван халӑхӑн XVI ӗмӗрти пурнӑҫне, йӑли-йӗркине анлӑн кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗпе вырӑс халӑхӗ хушшинчи туслӑх мӗнле аталанса пынине тӗплӗн тишкернӗ. (Сăнӳкерчӗк chuvash.su сайтран).


Чувашии России

Нет комментариев