Раççей Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ амăш капиталӗпе усă курмалли заявленисене пăхса тухмалли вăтам вăхăта 4 ӗç кунӗ таран кӗскетнӗ. Ку законпа палăртнă вăхăтран пӗр кун сахалрах тата темиçе çул каяллахинчен икӗ хут хăвăртрах тесе пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.
2021 çулчченех амăш капиталӗпе усă курас заявленине пăхса тухасси пӗр уйăх таран тăсăлма пултарнă. Унтан вăхăта пилӗк ӗç кунӗ таран кӗскетрӗç. Паян Тутарстанра заявленисене вăтамран тăватă кунра пăхса тухаççӗ. ведомствăсен хушшинчи электронлă хутшăнăва пула тума май пур — кирлӗ сведенисене ашшӗ-амăшӗ хутшăнмасăр пухаççӗ. Кун пек чухне ачан ашшӗ-амăшӗ «Госуслуги» портал урлă электронлă заявлени çырса кирлӗ документсем пани çителӗклӗ. Ытти ӗçе – справкăсем пухса даннăйсене тӗрӗслессине – ведомство хăй çине илет.
«Амăш капиталӗпе усă курас ӗçе çемьесемшӗн май килнӗ таран хăвăрт та меллӗ тума тăрăшатпăр. Вăхăта тăватă кун таран чакарни – процедурăсене цифрăлас тата ансатлатас енӗпе системăллă ӗçленин кăтартăвӗ. Çав хушăрах даннăйсене тӗрӗслесси те çӳллӗ шайра юлать», – палăртнă ведомство ертӳçи Эдуард Вафин.
Вăхăта кӗскетни – çемьесем амăш капиталӗн укçи-тенкине хăвăртрах тыткалама пултарччăр тесе тунă пӗлтерӗшлӗ утăм. Ăна пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасене вӗрентме е законпа пăхса хăварнă ытти тӗллевсене яма пулать.
Нет комментариев