Çемьесем амăш капиталӗн укçи-тенкине хăвăртрах тыткалама пултарӗç
Раççей Социаллă фончӗн Тутарстанри уйрăмӗ амăш капиталӗпе усă курмалли заявленисене пăхса тухмалли вăтам вăхăта 4 ӗç кунӗ таран кӗскетнӗ. Ку законпа палăртнă вăхăтран пӗр кун сахалрах тата темиçе çул каяллахинчен икӗ хут хăвăртрах тесе пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.