Суйлавра кашни суйлавçăн сасси пӗлтерӗшлӗ
Тӗп хыпар

Суйлавра кашни суйлавçăн сасси пӗлтерӗшлӗ

РФ Президенчӗ Владимир Путин Раççей çыннисене сентябрӗн 18-20-мӗшӗсенче иртекен Патшалăх думин тата регионти власть органӗсен депутачӗсен суйлавне хутшăнма ыйтнă. Кун пирки вăл сасăлав умӗн граждансене ятарлă чӗнсе каланинче пӗлтернӗ.

Фото: пресс-служба Кремля

«Кашни суйлавçăн сасси пӗлтерӗшлӗ. Федераци парламентӗнче те, регионсенче те, вырăнти шайра та çынсен интересӗсене кам та мӗнле хӳтелесси пирӗнтен, кашнин  харпăр суйлавӗнчен тӳрремӗнех килет», – тенӗ Владимр Путин.

Суйлава хутшăнасси кашни гражданинăн прави кăна мар, яваплăхӗ пулнине те  палăртнă вăл.

«Ку пирӗн çӗршыва çирӗплетмелли пӗлтерӗшлӗ утăм», – тенӗ президент.

Владимир Путин суйлав законпа килӗшӳллӗн тата палăртнă вăхăтра иртессе шантарнă. Вăл сасăлав виçӗ кун хушшинче – сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче – иртессине те аса илтернӗ.

«Сирӗнтен конституци правине пурнăçа кӗртме, шухăшласа йышăну тума ыйтатăп. Çакă пирӗн обществăн çитӗнӗвӗпе çирӗплӗхне кăтартӗ»,  – вӗçленӗ сăмахне Владимир Владимирович.

 


владимир путин выборы 2026

Нет комментариев