Комбайн кăна мар, чылай комплекс иккен вăл: хăмлана пухать, типӗтет, пусараса чӗркет те.
Техникăна «Техмашхолдинг» компани кăларать. Чăваш Ен унпа пуçласа пӗлтӗр усă курса пăхнă. Сезон вӗçленсен вара специалистсем техникăна çӗнетсе тата лайăхлатнă. Ку енӗпе ӗç вӗçленменнине пӗлтерет chgtrk.ru сайт. Заказчикпа, «Балтика Агро» тулли мар яваплăхлă обществăпа, пӗрле хăмла сорчӗсен хăйне евӗрлӗхӗсене кура техникăна адаптацилесшӗн. Чăваш Ен Правительстви ку проект технологи енчен ирӗклӗ пулма тата регионта хăмла туса илессине çӗнӗрен чӗртме кирлине палăртать. Регион аталанăвӗн программипе хăмла лаптăкне 1000 гектара çитересшӗн кунта. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев