Нумай пулмасть Хусанти «Светлая долина» пурăнмалли комплексри площадкăра электропитбайкпа ача коляски çине кӗрсе кайнă15-ри арçын ача каçару ыйтнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Аса илтеретпӗр, темиçе кун каялла вăл электропитбайкпа коляска çине кӗрсе кайнипе пӗчӗк пепке асфальт çинех тухса ӳкнӗ. Хăй вара тарса пытаннă. Вăл кам пулнине палăртма полицие вăхăт нумай кирлӗ пулман.
Каçару ыйтсан та, ача енӗпе пуçарнă ӗçе çул çитменнисен ӗçӗпе ӗçлекен комиссие ямасăр хăварман. Электропитбайкӗ хăйӗн те пулман иккен тата – амăшӗн юлташӗн. Ачине тивӗçлӗ воспитани паманшăн ашшӗ-амăшне явап тыттараççӗ халӗ. Амăшӗн вара прави çук ачана транспорт хатӗрӗ панăшăн тата 30 000 тенкӗ штраф тӳлемелле.
Нет комментариев