Çӗнӗ хыпарсем

Çӗршывшăн, çамрăк ăрушăн

«Паттӑрлӑх çыннисем: ӑруран ӑрӑва» проект ярӑмӗнчен Тутарстан Республикин Наци музейӗнче сентябрӗн 15-мӗшӗнче ТР Çарпа ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкне халалласа «Тӑван çӗршыв ячӗпе ӗçлени» («Труд во имя Отчизны») курав уçăлчӗ.

Геройсем тӗрлӗ, ӗçӗсем тӗрлӗ – çитӗнӗвӗсем пӗрре

Экспозици республикăра кулленхи ӗçре паттарлăх кăтартнă çынсем çинчен каласа парать.  Совет Союзӗнчи ӗç паттăрӗсен историйӗ пӗрремӗш пилӗкçуллăхра çитӗнӳ тунисенчен пуçласа 1980-мӗш çулсемпе вӗçленет: «Ӗç Геройӗ», «Тутарстанăн социализмла стройкин Геройӗ», «Социализмла ӗç Геройӗ». «Ӗç Геройӗ» наградăна 1927 çултанпа пама пуçланă,  «Тутарстанӑн социализмла стройкин Геройӗ» ята – 1931 çултан.

Экспонатсен хушшинче сурдопедагог Елизавета Гурьевна Ласточкина ӗçӗнче усă курнă хатӗрсем, Раççейре гематологие никӗслекенсенчен пӗрин, медицина докторӗн Николай Константинович Горяевăн харпăр япалисем, Васильевăри кӗленче тăвакан заводра ӗçленӗ Алексей Иванович Смирнов  рабочи-изобретатель шутласа кăларнă кӗленче касмалли станока та курава тăратнă.

Л.Е.Смирнова и Г.Х.ЗантимироваЯл хуçалăхӗнче, çӗршывăн промышленность предприятийӗсенче пысăк çитӗнӳсем тунă рабочисемпе колхозниксем те тивӗçнӗ «Социализмла ӗç Геройӗ» ята илме:

  • Рифкат Калимуллович Калимуллин комбайнер,
  • Мугалим (Мугаллим) Гимазов, Михаил Петрович Гринь тата Курбан Агапович Валеев нефтяниксем,
  • Наиль Мингазович Гилязов слесарь-лекальщик,
  • Вазил Салихович Мавликов строитель,
  • Гульсина Хуснулловна Зантимировапа Любовь Евгеньевна Смирнова аппаратчицӑсем,
  • малта пыракан совхоз директорӗ Назип Зиатдинович Зиатдинов,
  • доярка Гульбика Галеевна Каримова.

Çак çынсем çӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗçленӗ чух «Ӗç Геройӗ» ята илесси çинчен шутланă-ши? Çук пулӗ. Тăван Çӗршыва тӳпе кӗртессишӗн тăрăшнă ӗнтӗ.

Экспозицире тата икӗ çыннăн япалисене, тумӗсене курава тăратнă. Вӗсем çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Вӗсен çитӗнӗвӗ çӗршыв авиацинче пысăк вырăншахматы дементьева йышăнать, ӗçӗсен пӗлтерӗшӗ – вӗçсӗр.

станок стеклорез алексея смирноваРеактивлă двигательпе ӗçлекен  самолетсемпе вӗçсе пӗрремӗш тӗрӗслесе пăхаканӗн, ултă хутчен тӗнче шайӗнче рекорд (вӗсенчен виççӗшӗ– абсолютлă) лартнă лётчик-испытателӗн Георгий Константинович Мосоловăн тумӗ, сăнӳкерчӗкӗсем. Юнашарах икӗ хут «Социализмла Ӗç Геройӗ» ята илме тивӗçнӗ чăвашăн, Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăкра çуралса ӳснӗ Петр Васильевич Деменьевăн, СССР Авиаци Промышленноçӗн министрӗн харпăр япалисем – генерал-майор тумӗ, самолет деталӗсем евӗр ăсталанă шахмат кӗлеткисем, çемйипе пӗрле сăн ӳкнисем.

Курав чаплă лару-тăрура уçăлчӗ

 ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ  Эльмира Амировна Зарипова Çарпа ӗç паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗнче ку курава уçни пысăк, ырă пулăм пулнинеЭльмира Зарипова Амировна палăртрӗ: «Курава тăратнă экспонатсен хуçисем пурте çӗршыва аталнтарма çине тăнă, тӗрлӗ професси çыннисем пулсан та çакăнта вӗсем пӗр çын пек, пӗр шухăшлă». Эльмира Амировна ТР Наци музейӗн ӗçченӗсене курава йӗркеленӗшӗн, экспонатсене тирпейлӗн упранăшăн тав турӗ.

Çӗнӗ вăхăтăн çӗнӗ геройӗсем, кăна Эльмира Зарипова та палăртрӗ, Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шарипович Шаймиев, Çырчаллинчи «КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗ Сергей Анатольевич Когогин, ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсем. Вӗсен тӗслӗхӗпе ачасене верентмеллине астутарчӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ.

Залра ларакан Ӗç Геройӗсене Любовь Евгеньевна Смирновапа Гульсина Хуснулловна Зантимирова аппаратчицăсене пархатарлă ӗçӗсемшӗн тав турӗ, халӗ те хастар пулнăшăн, шкулсене тухса çӳренӗшӗн, çамрăксемпе тӗлпулусем йӗркеленӗшӗн тав турӗ.

Кӗленче касмалли станокăн авторӗн Алексей Смирновăн мăнукӗн хӗрӗ Екатерина Владимировна Насырова курава уçнă тӗле ятарласа Санкт-Петербургран Хусана килнӗ. Вăл «Эрмитаж» редакципе издательство уйрăмӗн полиграфи тата сувенир продукцине реализацилекен сектор пуçлăхӗ пулса ӗçлет.

Екатерина Владимировна ачаран çак станок çинчен илтнине, анчах ăна та, унăн чертежӗсене те нихăçан та курманнипе халап тесе шутланă иккен. Иртнӗ хӗллехи каникулсенче Хусана килсен мăнаслашшӗ çинчен ытларах пӗлесшӗн пулса архивсене, музейсене çитнӗ: «Мăнасатте, ăру çинчен çемье халиччен пӗлменнине, нумай пӗлтӗмӗр. Интересленӗр хăвăрăн несӗлсемпе, тӗпчӗр ăрăвăр историне», – залра ларакансене чӗнсе каларӗ вăл.

ТР Наукăсен академийӗн истори институчӗн директорӗ Радик Римович Салихов ТР Наци музейне çакăн пек хăтлă, пуян курав йӗркеленӗшӗн тав туса экспозицире çӗршыв, республика аталанăвӗн тапхăрӗсене кăтартнинчен ытла çын, ӗç çынни çинчен каласа пани хаклă пулнине палăртрӗ.  Наукăсен Академийӗ аслă çӗнтерӗвӗн юбилейӗ тӗлне кăларнă  «Календарь Победы» кӗнекне Радик Римович ТР Наци музейӗн генеральнăй директорне Айрат Файзрахманова парнелерӗ.  

Çапла мероприятин официаллă пайӗ вӗçленчӗ, кăсăк экскурси пуçланчӗ.

Курав октябрӗн 11-мӗшӗччен ӗçлет.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 


2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане

Нет комментариев