Раççейре «Асаннепе кинона» акци пуçланать
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре «Асаннепе кинона» акци пуçланать

Сентябрӗн 25‑мӗшӗнчен тытăнса октябрӗн 1‑мӗшӗччен Раççейре куракана «Я приду» премьери умӗнхи кăтартăва йыхравлаççӗ. Акцие Халăхсем хушшинчи Çулланисен кунне халалланă. Октябрӗн 1‑мӗшӗччен кинона билет туянсан, асанне‑асаттесене е кукамай‑кукаçисене (пенси удостоверенийӗ пулсан) тӳлевсӗр билет параççӗ.

Акцин тӗллевӗ – çулланнă тăвансемпе тӗлпулăва ырана хăварса пырас е сообщени кăна çырас вырăнне вӗсемпе пӗрле кинона каясси. Акцие «Я приду» фильмăн команди йӗркелет.

«Эпир ялан: «ыран шăнкăравлатăп», «канмалли кунсенче пыратăп», «ыран кӗрсе тухатăп» теме пăхатпăр. Шăпах çапла каланă хыççăн панă сăмаха манма çăмăл. Çавăнпа эпир сообщенисем çырас вырăнне асанне‑кукамăшӗсене çавăтса пӗрле кинона кайччăр тетпӗр», – пӗлтерет кинокартинăн генеральнăй директорӗ Денис Супрунов.

Аса илтеретпӗр: «Я приду» кино – 16‑ри Тимофейӗн çемье историйӗ. Вăл çырусем çине тăрук хуравлама пăрахнă асламăшне шырама яла тухса кайни çинчен. Унпа пӗрле, хуть ăçтата йывăрлăха лекекен çамрăк Малек та пырать. Çулçӳрев чăн‑чăн тӗрӗслеве çаврăнса вӗсене туслăх, çемье тата юрату мӗн иккенне ăнланма пулăшать. Режиссерӗ – Булат Сабитов. Кинона Тутарстанра, Хусанта ӳкернӗ.

Кадры из фильма «Я иду»
 «Я приду» фльмри кадр.

Проката тухиччен «Я приду» кинокартина Раççей тата халăхсем хушшинчи 20 кинофестивале хутшăнса, 10 наградăна тивӗçнӗ. Фильм анлă проката октябрӗн 8‑мӗшӗнче тухать.«Асаннепе кинона» акци картина проката тухичченех пуçланнă. Тӗрлӗ регионсенчен çынсем хăйсен асламăш‑кукамăшсен сăнӳкерчӗкӗсене ярса халăх çемье архивне тунă. Пӗтӗмпе 2000 ытла сăнӳкерчӗк килнӗ. Вӗсене пурне те фильма кӗртнӗ, куракансем показ вăхăтӗнче пысăк экран çинче курӗç. Сăнӳкерчӗксем ярса проекта халӗ те хутшăнма пулать. Кун валли проектăн официаллă сайчӗ урлă кăна ярса памалла.

Премьера умӗнхи показсем Раççейӗн тӗрлӗ хулинче иртеççӗ. Акцин тӗп кунӗ – октябрӗн 1‑мӗшӗ, анчах кинотеатрсем акци пынă вăхăтра урăх куна та суйласа илме пултараççӗ. Пуçарăва ырласа артистсем, спортсменсем, блогерсем, ытти паллă çынсем хăйсен тăванӗсемпе ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсене ярса панă. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ тата ИИ тунă ӳкерчӗк).


#общество

Нет комментариев