Кунта йӗтем хурне (гуменник), сăрă тата шурçамкаллă хурсене, сăрă тăрнана, чăшкăравçă акăша (лебедь-шипун), чакак евӗрлӗ шыв чăххине (кулик-сорока), шурлăх тăманине (болотная сова) тата ытти вӗçен кайăка курма пулать.
ТР Биорессурссен комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, Атня районӗнчи Уртемка юхан шывне юхса кӗрекен Ашит çырмин йăлăмне çуркунне çуллен кăнтăртан таврăнакан 2000 ытла кайăк хур (йӗтем хурӗ (гуменник), сăрă тата шурçамкаллă хурсем) чарăнаççӗ. Çаплах кайăк кăвакал (кряква), çурçӗрте пурăнакан кăвакал (свиязь), шăркалчă (чирок, чи пӗчӗк кăвакал), сăрă тăрна та ку вырăнсене кăмăллаççӗ.
Ахальтен мар иккен, çуркунне Ашит çырми сарăлса юхса шывра ишекен вӗçен кайăксем валли çав тери лайăх вырăна çаврăнать. Çавăнпа шăп 29 çул каялла, 1997 çулта, Атня районӗн территорийӗнче «Ашит» патшалăх çутçанталăк заказникне туса хунă. Унта 100 ытла вӗçен кайăк пурăнать. Вӗсенчен 12-шӗ Тутарстан Республикин Хӗрлӗ Кӗнекине кӗртни: пысăк чăмăш (выпь), чăшкăравçă акăш (лебедь-шипун), чакак евӗрлӗ шыв чăххи (кулик-сорока), шурлăх тăмани (болотная сова) тата ытти.
Нет комментариев