Çамрăк ăру йышӗнчен те ун историйӗпе интересленекенсем пуласса шанасах килет
Тăван ял, тăван тавралăх…Аякра-и эсӗ, çывăх-и, яланах асра, чуна ăшăтса тăратăн, вăй-хăват паратăн. Ялта çуралса ӳснӗ çынна, паллах, çутçанталăк ырлăхӗсем яланах çывăх тăраççӗ. Ку енӗпе элшелсене ăннă çав. Вăрман тăрăхӗсем, кӳлӗ-пӗвесем, Сӳнтӗкпе Пушчă ялӗсен енче Сӗве тăрăх тăсăлакан сăрт-тусем… Çула тухма йыхăракан пуйăс шавӗ... Инçе çӗрте çӳренӗ чухне танлаштарса та пăхатăн – пирӗн патра çапларах тетӗн. «Çав çапларах» тенинче яланах тăван ял сăнарӗ тухса тăрать. Тăван ялта эпир çитӗннӗ, кунта пирӗн кил, кунта эпир ачалăхпа яшлăх кунӗсене ирттернӗ. Тăван ялта пирӗн атте-анне, тăвансем, юлташсем… Ӗмӗрлӗх тӗнчинче асатте-асаннесем, кукаçей-кукамайсем, çывăх çынсем…
Пурне те пӗрлештерет
Хуть ăçта пулсан та тăван ял чӗнет, йыхăрать, хăй патнех туртать. Тăван ял пирӗн иртнӗ кун-çул та, паянхи те, малашлăх та. Пирӗнни пек ялсем, çӗршерӗн, пиншерӗн пӗрлешсе Тăван çӗршыв пулса тăраççӗ. Пирӗн ачалăхпа çамрăклăх çӗршыв кун-çулӗн пӗр пайӗ çеç. Кайран вара, ăнлануллă пысăк пурнăç çулӗ çине тăрсан, эпир те çав историе çырма хутшăнатпăр.
Кашни ялăн хăйне расна кун-çул, шăпа, телей-ăраскал... Кашни ялăн сăн-сăпачӗ хăйне евӗр пулнă пекех, унăн историйӗ те хăйне евӗр. Çав историе пухса упраса тăраканни, унтан та ытларах кăтартаканни – пӗлӳ тӗнчи – шкул. Шкул пурне те пӗрлештерет – унта уйăраканни çук. Кăна ӗнтӗ кашниех курнă, халӗ те туйса пурăнать-тӗр… Акă, эпир пӗрремӗш хут парттă хушшине ларатпăр. Пирвайхи вӗрентекенпе паллашатпăр. Çӗнӗ юлташсемпе калаçатпăр. Ӗнер çеç пӗр-пӗрне пӗлменскерсем ик-виç кунтанах туслашса каятпăр. Эпир ӗнтӗ малашне пӗр йыш – 1-мӗш класс (унтан – 2-мӗш, 3-мӗш…). Çапла шкултан вӗренсе тухичченех. Халӗ, шкултан вӗренсе тухнăранпа темиçе теçетке çул иртсен те, пуçламăш класра вӗренни те, аслă классенче ăс пухни те, тӗрлӗ мероприятие хутшăнни те, учительсен ăс паракан ырă сăмахӗсем те – паян çеç пулнă пек.
«Ăнлануллă пурнăçа шкултан пуçларăм эпӗ», – тенӗ аслă поэт А.С.Пушкин. Кам хирӗçлейӗ çак сăнарлă сăмахсене?!
Элшел шкулӗ Пăва тăрăхӗнчи халăха вӗрентес ӗç историйӗнче хăйне евӗр вырăн йышăнать. Унăн кун-çулӗ пуян та питӗ интереслӗ. Пуçламăш утăмӗсем чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ячӗпе çыхăннă. Малалли аталанăвӗнче шкулăн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем палăрмаллах тарăн йӗр хăварнă. Г.Т.Тимофеев ятне асăнни кăна мӗне тăрать.
Унăн «Тăхăрьялӗ» пирӗн яла пӗтӗм чăваш тӗнчинче чапа кăларчӗ тесен те юрать. Шел, Элшел шкулӗн кун-çулне тӗплӗн тӗпченӗ теме пултараймастпăр-ха. Çапах та шкулпа интересленекенсем пулнă, пулӗç те. Малалла вӗренӳ çурчӗн кун-çулне тӗпчекенсем пирки кăштах каласа тухăп. Каламашкăн вара сăлтавӗ пур: Элшел шкулне уçнăранпа кăçал 140 çул çитет.
Шкул историне çырма пуçăннă пӗрремӗш çын
Паллах, чи малтан Григорий Тимофеевич Тимофеева асăнмалла. «Уччилни умне чарăнтăмăр эпир. Уччилни ачисене тин янă-ха: каçчен тытнă. Хӗвел пӗртте çӳлте мар. Уччилни ачисем тухаççӗ – пире курсан çӗлӗк илеççӗ. Пӗчӗкçех мар ачисем: пилӗксӗр кӗрӗксемпе хăшӗ, пилӗксӗр сăхмансемпе, урара тăла чăлха. Хай эпир «тутарла ура чăвашсем» тиекеннисем иккен кусем, тетӗп эпӗ. Эпир япаласене илтӗмӗр те кӗретпӗр пӳртелле. Пӳртрен тухрӗç пумушникпе стурăш. Пумушнике Меркури Андреевича пӗлетӗп эпӗ, алă тытрăмăр унпалан, калаçатпăр. «Акă стурăш. Давид Васильев», – теççӗ мана вӗсем. «Çакă Давид», – тетӗп эпӗ. Атăпа вăл, кӗске пиншак тăхăннă. Аван çын: аван калаçать, йӗркене пӗлет. «Салтак-тăр ку», – тетӗп эпӗ. Çул çинче унăн аванлăхӗ çинчен мана кала-кала панăччӗ, халӗ хам куртăм ӗнтӗ – аван çыннăн туйăнать. Пӗрле пурăнмалла çавăнпа.
Кӗрсе кайрăмăр шала. Класс иккен кунта. Класс аван: çутă, сӗтеллисем аван, тасан курăнать. Уччитӗлсен пулӗмне кӗтӗмӗр, кунта та начар мар: çутă, таса, икӗ пӳлӗм. Шалти пӳлӗмсенче пӗçереççӗ-хатӗрлеççӗ. Куратпăр ăна-кăна: икӗ сӗтел, тăватă тенкел, шкап пур. Аван: çитнӗ пурте, кирли (марри) çук».
Г.Т.Тимофеевăн асаилӗвне «Тăхăрьял» кӗнекерен илтӗм (Чăваш кӗнеке издательстви, 2002 çул, 331 – 344 стр.)
Автор Элшел шкулӗ пирки «Тăхăрьялта» тӗплӗнрех те çырса кăтартать, уйрăмах хăйӗнччен ӗçленӗ вӗрентекенсене асăнса тухни питӗ лайăх. Вӗсен кун-çулне тӗпчени шкул кун-çулне пӗлме пулăшать. Калăпăр: К.К.Прокопьев Чӗмпӗрти чăваш шкулне пӗтернӗ хыççăн Элшелӗнче пӗр çул çеç ӗçленӗ, каярахпа тӗн енӗпе кайсан та чăваш халăхӗшӗн тем чухлӗ ырă ӗç туса хăварнă. Акă И.Я.Яковлевăн çырăвӗ, унта вăл К.П.Прокопьев Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче Çӗнӗ Йӗлмел, Рункă, Альших ялӗсенчен вӗренекен ачасене пулăшма хăй ятӗнчен стипенди парса тăма 1915 çул укçа хывнине ырлать. Вăл панă 1000 тенкӗлӗх облигацине шкул Канашӗ банка парса фонд уçнă. И.Я.Яковлев хăйӗн воспитанникне çапла асăрхаттарать: эсир учитель ӗçӗнчи пуçламăш утăма Элшел шкулӗнчен пуçланă, эппин çав ял ачисене те манса хăвармалла мар. (Аса илтерер: ачасен вӗреннӗшӗн мар, чăваш шкулӗнче пурăннăшăн кăна укçа тӳлемелле пулнă. – В.Ц.). К.П.Прокопьева ăнланмалла – хăйӗн пурнăçӗнче ӗçлес тапхăрăн чи пуçламăш утăмӗсене тунă ялсемпе унăн çыннисене ырă тăвас тенӗ те вăл.
К.П.Прокопьев тӗслӗхӗнче И.Я.Яковлев Элшел шкулне питӗ çывăх пӗлнине куратăн. Учитель вырăнӗ пушансанах унта хăйӗн чи пултаруллă вӗренекенӗсене яма тăрăшнă. Кунта унăн чеелӗхӗ те палăрнă: Чӗмпӗртен аякрах мар, хăйӗн тăван çӗршывне çывăх ялта ӗçлесе мӗнлерех кăтартӗ çак ача, малалла ăна ӳсме (карьера тума, тенӗ Просветитель) майсем туса парса пулăшмалла-и? Акă, К.П.Прокопьев Элшел шкулӗнче 1890-1891 çулсенче ӗçленӗ, 25 çул иртнӗ пулин те И.Я.Яковлев çавна манман! К.П.Прокопьев тӗслӗхӗнче те, каярахпа Г.Т.Тимофеев тӗслӗхӗнче те Иван Яковлевич вӗренекенӗсемшӗн тăрăшнине туйсах тăратăн.
Çапла вара Григорий Тимофеевич Тимофеева Элшел шкулӗн историне çырма пуçăннă пӗрремӗш çын тесе шутламалла. Унăн тӗслӗхӗпе хавхаланса сумлă ӗçсем пурнăçланă ытти тӗпчевçӗсене те асăнса тухар-ха.
Таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ
Николай Никифорович Меньшиков – Раккасси ялӗн çынни. Тăван çӗршыва паттăррăн хӳтӗленӗ офицер. 1946 – 1964 çулсенче Элшел шкулӗнче ӗçленӗ: икӗ çул директор пулнă, унтан истори, географи, астрономи вӗрентнӗ. Шкул кун-çулӗпе интересленнӗ, ачасемпе Тăхăрьял тăрăхне çуран утса тухса çулçӳрев çыравӗ хатӗрленӗ: унта ялсене тӗпчени, ват çынсен асаилӗвӗсем, сăнӳкерчӗксем пур. Николай Никифорович тăрăшнипе шкулта таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Ачасен шыравӗсем пирки Пăвара, Хусанта пӗлсе тăнă. Вӗрентӳçӗ-таврапӗлӳçӗ архивсемпе çыхăну тытса 1964 çулта «Тăхăрьял» ятпа алçыру хальлӗн пысăк ӗç çырса хăварнă, ăна тăванӗсем Элшел шкулне парнеленӗ. (Асăрхăр: Г.Т.Тимофеевăн «Тăхăрьялӗ» 1972 çул пичетленнӗ).
Николай Антонович Юнгеров Элшелӗнче географи вӗрентнӗ. Вăл Н.Н.Меньшиков ӗçне малалла тăсса шкул музейӗн ӗçне аталантарчӗ. Пӗр вăхăт истори управçи ялти çӗнӗ Культура çуртӗнче пулнăччӗ, унтан вăл шкула куçрӗ. Эпӗ хам та Николай Антоновичăн вӗренекенӗ пулнă, таврапӗлӳ ӗçне вăл хавхалантарнипе явăçса кайрăм тесен те юрать. Паллах, вӗрентекенӗмӗр шырав-тӗпчев ӗçне ытларах хăй пурнăçланă ӗнтӗ, кун пирки районти «Ялав» хаçатра тăтăшах тӗрленчӗксем пичетлетчӗ. Вӗренекенсем вӗрентӳçӗ кăтартса тăнипе архивсене çырусем çыратчӗç, тӗрлӗ чăнлавсем ыйтса илетчӗç. Ялсенчи аслă çултисем, уйрăмах вăрçă ветеранӗсем патӗнче пулса сăнӳкерчӗксем, асаилӳсем пухатчӗç. Вӗрентӳçӗ-таврапӗлӳçӗ Элшел шкулӗн кун-çулне тӗпчесе, Тăхăрьял çыннисен шăпи, кун-çулӗ пирки çырса самаях пысăк алçыру хатӗрленӗччӗ, анчах та ăна кӗнекелесе кăларма майӗ пулмарӗ пулас. Хам та çав алçырăва тытса курнă, самаях хаклă, пуян ӗçчӗ вăл. Тӗрӗссипе, ăна «Тăхăрьял» кӗнекен 1905 çул хыççăнхи тăсăмӗ тесен те юратчӗ.
Пулас ăрусем валли
Александр Матвеевич Харитонов Элшелӗнчен чылай аякра – Узбекистанра, Ташкент хулинче – пурăннă пулин те тăван ял кун-çулӗпе интересленме чарăнман. Пӗлӗвӗпе вӗрентӳçӗ, журналист тата юрист вăл. Çамрăк чухне ял пурнăçне хастар хутшăннă, комсомол ретӗнчи хӗрӳ çамрăк хăйне шкулта вӗрентнӗ Г.Т.Тимофеевпа (вăл ун чухне священникра тăнă) тӗн пирки хӗрӳ тавлашăва кӗнӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Кайран пысăк вырăнсенче ӗçленӗ, Узбекистан Тӗп сучӗн уголовнăй ӗçсен коллегийӗн председателӗ таран çӗкленнӗ. «Тăхăрьял» авторӗ Григорий Тимофеев пирки материал нумай пухнă. Ăна тӗрӗс мар репрессиленине ӗнентерсе таса ятне тавăрас тесе тăрăшнă. Чаплă алçырăва кӗнекелесе кăларнинче А.М.Харитоновăн тӳпи калама çук пысăк. Вăл Элшел çыннисем пирки те нумай тӗпченӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă тесе йышăннă ентешсем çинчен чăн хыпар тупса хаçатсенче тӗрленчӗксем пичетленӗ. Элшел шкулӗн 100 çулхи кун-çулӗ пирки «Тăван Атăл» журналта (1985 çул) «И.Я.Яковлев уçнă шкул историйӗнчен» очерк пичетленнӗччӗ. Автор унта хăйӗн аслашшӗ Иван Яковлевич Яковлевпа Пăрăнтăк шкулӗнче пӗрле вӗренни çинчен чылай çӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ.
Александр Матвеевичăн Элшелӗнче корреспонденчӗсем нумай пулнă. Вӗсем ун патне ял пурнăçне кăтартса çырусем çырнă, тӗрлӗ хыпар пӗлтернӗ. Пӗринче, яла килсен, ун патне сăнӳкерчӗксем илсе кайнăччӗ, çавăн чухне сăран папкинче вӗсем чылаях пулнине куртăм. Шел, А.М.Харитоновăн архивӗ Ташкентрах юлнă, хăш-пӗрисене Шупашкарти Тӗпчев институтне илсе килнӗ пулсан та, Элшел ялӗпе çыхăннисем çухалса пӗтрӗç-тӗр.
Анна Сергеевна Гаврилова Хусанти пединститутран 1946 çулта вӗренсе тухсанах тăван ялти шкулта ӗçлеме вырнаçнă. Вăл математика вӗрентетчӗ. Питӗ лайăх пӗлӳ паратчӗ. Предмечӗ çăмăлах мар пулин те, ачасем патне тарăн пӗлӳ çитерме тăрăшатчӗ. Хăйне таврапӗлӳçӗ тесе шутламан та пуль вăл, çапах та вăрçă вăхăтӗнчи пурнăçа сăнласа асаилӳсем çырса, хăй вӗрентӳçӗре ӗçленӗ çулсенче пухса пынă сăнӳкерчӗксене альбомласа пулас ăрусем валли хăварса питӗ пысăк ӗç пурнăçларӗ. Кашни сăнӳкерчӗке ăнлантарса çырнинчен шкулта кам-кам вӗрентнине, хăш çулта мӗнле мероприятисем пулнине пӗлетпӗр, ачасемпе ăçта çулçӳреве кайнă, мӗн курнă – вӗсем те сăнланнă вӗт.
Анна Сергеевна хăварнă ăс-хакăл еткерлӗхӗ Элшел шкулӗн 1945 – 1980 çулӗсенчи кун-çулне тарăннăн ăнланса илме пулăшать – çавă паха.
Элшел шкулӗ çирӗп утăмсемпе малалла утать. Шел, паллах, чылай ялти пекех ачасен шучӗ сахалланнăçемӗн сахалланса пырать. Çапах та, тен, вӗсен йышӗнчен тăван шкул кун-çулӗпе интересленекенсем пулӗç, ХХI ӗмӗрти пурнăçа çитес ăрусем валли çырса-сăнласа хăварӗç.
Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев