News by date 27 July 2025
-
Сăвăлла юмах – кӗçӗн çулхи ачасем валли
Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Геннадий Челпирăн «Артей» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ. Геннадий Васильевичăн сăвăлла юмахне вырăсла куçараканӗ – Вера Никитина. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина.
-
Депутатсем сессире нумай ыйтăва пăхса тухрӗç
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем парламент каникулӗ умӗн июлӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ сессире пӗтӗм ыйтăва татса пама тăрăшрӗç курăнать. Кун йӗркинче çийӗнчех татса памалли ыйтусем, хумхантараканнисем те пулчӗç.
-
Çамрăк ăру йышӗнчен те ун историйӗпе интересленекенсем пуласса шанасах килет
Тăван ял, тăван тавралăх…Аякра-и эсӗ, çывăх-и, яланах асра, чуна ăшăтса тăратăн, вăй-хăват паратăн. Ялта çуралса ӳснӗ çынна, паллах, çутçанталăк ырлăхӗсем яланах çывăх тăраççӗ. Ку енӗпе элшелсене ăннă çав. Вăрман тăрăхӗсем, кӳлӗ-пӗвесем, Сӳнтӗкпе Пушчă ялӗсен енче Сӗве тăрăх тăсăлакан сăрт-тусем… Çула тухма йыхăракан пуйăс шавӗ... Инçе çӗрте çӳренӗ чухне танлаштарса та пăхатăн – пирӗн патра çапларах тетӗн. «Çав çапларах» тенинче яланах тăван ял сăнарӗ тухса тăрать. Тăван ялта эпир çитӗннӗ, кунта пирӗн кил, кунта эпир ачалăхпа яшлăх кунӗсене ирттернӗ. Тăван ялта пирӗн атте-анне, тăвансем, юлташсем… Ӗмӗрлӗх тӗнчинче асатте-асаннесем, кукаçей-кукамайсем, çывăх çынсем…