Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сăвăлла юмах – кӗçӗн çулхи ачасем валли

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Геннадий Челпирăн «Артей» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ. Геннадий Васильевичăн сăвăлла юмахне вырăсла куçараканӗ – Вера Никитина. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина.

Геннадий Челпир (Геннадий Васильевич Тимофеев) Пушкăртстанри Çтерлӗпуç тăрăхне кӗрекен Тетӗрпуç ялӗнче 1963 çулхи кăрлач уйăхӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Вăл – поэт, драматург, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийӗн Писательсен союзӗсен пайташӗ. Унăн «Виç кӗтеслӗ юрату» пьеси тăрăх Шупашкарти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ 2017 çулта спектакль лартнă. Çав çулах «Сказочная палитра» театрсен фестивалӗнче трагеди лауреат ятне тивӗçнӗ. 

Мӗн çинчен сăмах пырать-ха «Артейра»? Ватă асамçă Кӗмӗлпи ятлă патша хӗрне тăшмансенчен çăлас тесе ӗнче çавăрать. Хăй çăхан пулса тăрать те ăна пӗрле илсе вӗçсе каять. Вăй-халӗ пӗтсе çитсен сӗм вăрманта вырнаçнă ялти пӗр çурта кӗрсе хайхискерне пытарса хăварать. Ӗнчӗ вăхăтлăха кăна хӗре çаврăнма пултарать. Кил хуçи – Артей – хӗре пулăшма сăмах парать, вӗрӳ-суру сӗрӗмне сирес тӗллевпе таçта кайса çухалнă асамçа шырама тухса утать...

Çул çинче тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухма тивет каччăн. Ылтăн-кӗмӗлпе те, керменпе те, утраври чаплă пурнăçпа та илӗртеççӗ ăна. Ăçталла çул тытнине те манса кайăн.

Кӗвӗ-çемӗ пуçланать,

Выляканӗ хуçланать.

Юрăçи асамласа

Пăтратса ярать ăса.

Ак Артей çиет, кулать,

Мӗншӗн килнине манать…

Çак вăхăтра каччăн амăшӗ Теверук килӗнче кулянса ларать. Кӗмӗлпин шăпи малашне еплерех йӗркеленесси те паллă мар. Усал вара вăй илсех пырать. Пархатарлă сăнарсен ырришӗн çине тăмаллах. Юмах мӗнпе вӗçленнине пӗлес тесен кăларăмпа паллашма сӗнетпӗр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дети чувашские писатели