Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Депутатсем сессире нумай ыйтăва пăхса тухрӗç

ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем парламент каникулӗ умӗн июлӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ сессире пӗтӗм ыйтăва татса пама тăрăшрӗç курăнать. Кун йӗркинче çийӗнчех татса памалли ыйтусем, хумхантараканнисем те пулчӗç.

Чи малтанах республикăра çын прависене хӳтӗлекен уполномоченнăйне суйларӗç, ку должноçа 2010 çултанпа Сария Сабурская йышăннă. ТР Раисӗ Рустам Минниханов çӗнӗ срока та ăнах хăварма сӗннӗ, Раççейри çын прависене хӳтӗлекен уполномоченнăй кунпа килӗшнӗ. Депутатсем хирӗçлемерӗç. 2030 çулччен туса пырӗ Сария Харисовна ку ӗçе.
ТР вӗрентӳ тата наука министрӗн Ильсур Хадиуллинăн докладне депутатсем кăсăкланса итлерӗç. Республикăра çӗнӗ шкулсем, ача сачӗсем туни аван, 2024-2025 вӗренӳ çулӗ ăнăçлăн вӗçленни те савăнтарать. Министерство çак вăхăтра икӗ федераллӑ тата республикӑри патшалӑх программине пурнăçлассипе тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ. Ку вӗренӳ заведенийӗсенче пурлăхпа техника базине çӗнетме май панă, вӗренекенсем валли çӗнӗ центрсем уçнă, ял шкулӗсенчи спорт залӗсене юсанă. Вӗренӳ процесне вăйлатма майсем туса панă. 
Вӗренекенсем республика, Раççей, тӗнче шайӗнчи  конкурссемпе олимпиадăсенче çӗнтерни республикăра вӗрентӳ шайӗ пысăккине кăтартакан пулăм. Раççей шайӗнчи олимпиадăсене ку вӗренӳ çулӗнче 558 вӗренекен хутшӑннă, вӗсенчен 55 çӗнтерӳçӗ, 210 призер. Çапла майпа Тутарстан малта пыракан пилӗк регион шутне кӗнӗ. Çав вăхăтрах олимпиадăсене хутшăнса çӗнтернисене, призерсене ТР Раисӗн йышăнăвӗпе укçан преми парса хавхалантарнине те ырламалла. Кăçал, тӗслӗхрен, ачасене кăна мар, олимпиада-конкурссене хатӗрлекен наставниксене те преми панă. Апла пулин те çивӗч ыйтусем те çук мар. Вӗсенчен пӗри – вӗрентекенсем çитменни. Пуринчен ытла пуçламăш классен, математика, вырăс чӗлхи, физика, ют чӗлхе, хими учителӗсем çитмеççӗ. 
Ильсур Хадиуллин хускатнă тепӗр çивӗч ыйту – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче тăван чӗлхе урокӗсен сехечӗсене сахаллатни (эрнере пӗтӗмпе те 1 сехет) пулса тăчӗ. Кун пирки ТНВ телекомпанин генеральнăй директорӗ Ильшат Аминов хумханса калаçрӗ. Çӗнӗлӗх тутар чӗлхине пысăк сиен кӳресси пирки асăрхаттарчӗ. Ун хыççăн трибуна умне тухнă ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Валиуллин та çак шухăшсене каларӗ. Депутатсем ку ыйтупа Мускава çитме калаçса татăлчӗç. Патшалăх Думинче Тутарстан Республикинчен 14 депутат ӗçлет, вӗсемпе тӗл пулма килӗшрӗç.
Кунран кун республикăри çулсем çинче çул çитмен ачасен айăпӗпе аварисем пулаççӗ. Яшсем питбайкпа ярăнма çеç мар, хулиганла хăтланма юратнине пула çын ӗмӗрлӗхех сусăрланни те, пурнăçӗ татăлни те тӗл пулать. Депутатсем ку енӗпе закон проектне йышăннă. Сăмах çул çитмен ачасене автомобиль бензинӗ сутма чарасси пирки пырать. Автомобиль бензинне вун ултӑ çула çитнӗ, ӑна тытса пыма тивӗç çынсене çеç сутӗç. Депутатсем çак чарӑва пӑхӑнманшӑн административлӑ яваплӑх палӑртма сӗнеççӗ. 
«Матур 3D» тулли мар яваплăхлă общество директорӗ Рузиля Тимергалиева çемье бизнесӗнче ӗçлекенсемшӗн ятарлă закон йышăнмалли çинчен астутарчӗ. Ăна йышăнни республикӑра çемье ӗçне аталантармалли утӑм пуласси куçкӗрет.
Çаплах вăл бизнеса хутшӑнакан çемьери çынсене компанире официаллӑ майпа ӗçе вырнаçтарма хавхалантарӗ тата ӑруран ӑрӑва опыта парса çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварма пулăшӗ.
Каникул умӗн депутатсем республикӑн бюджет кодексне улшӑнусем кӗртесси çинчен калакан закон проектне йышӑннӑ. Çакă республика тата федераци законодательствисен ӗçӗсене пӗр-пӗринпе килӗшсе тăмалла йӗркелессипе çыхӑннӑ.

Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фарид мухаметшин госсовет рт родной язык